АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци кросне йышлăн хутшăнчĕç

19 сентября 2017 г.

Спортпа туслă çын яланах çирĕп вăй-халлă, тĕреклĕ. Этем мĕн чухлĕ ытларах утать-чупать, вылять - сывлăх çавăн чухлех çирĕпленет, вăй-хал хутшăнать. Шăпах çакна тĕпе хуракансем кашни кунах физкультурăпа туслашма вăхăт тупаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ.

Акă, иртнĕ шăматкун, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, район центрĕнче йĕркеленĕ "Наци кросне" те пĕр пин ытла çын пухăнчĕ. Старта тухиччен ачасем те, аслисем те зарядка турĕç. Старта вара 3 çулхи ачасенчен пуçласа 70 çултан иртнисем те тăчĕç. Хастар та маттур спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ăшшăн саламларĕ, сывă пурнăç йĕркине яланах тытса пыма, çамрăк ăрăва та спорта явăçтарма сунчĕ. Спорт уявĕ VIP-чупуран пуçланчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ, уйрăмсен начальникĕсемпе специалис-чĕсем, организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ăмăртусем тĕрлĕ ушкăнра иртрĕç. Пирваях шкул çулне çитмен ачасем амăшĕсемпе пĕрле старта тăчĕç. Вĕсем çине пăхсан чăннипех те чун савăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкренех спортпа çывăхлантарнине курма кăмăллă. Чи малтан финиша Фаиль Абеев çитрĕ. Вăл "Радуга" ача садне çỹрет. - Эх! Мĕнлерех хытă чупать. Фаиль паллă спортсмен пулатех. Маттур, - терĕç пĕчĕкскере хавхалантарса куракансем. 1-3-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасенчен Вика Степанова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен чи хăвăрт чупаканни - Андрей Бугровский. 4-6-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем те мала тухассишĕн ăмăртрĕç. Ку ушкăнри хĕрачасенчен Мария Галкина пурне те кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Никита Самуков арçын ачасем хушшинче чи маттурри пулчĕ. 7- 8-мĕш классенчи яшсемпе хĕрсем те питĕ лайăх кăтартусем турĕç. Анастасия Авдеева тата Кирилл Денисов ку ушкăнра финиша чи малтан çитрĕç. 9-11-мĕш классенчи пикесенчен Кристина Егорова, каччăсенчен Стас Курицын пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Аслисем хушшинчи ăмăртусем те хĕрỹ иртрĕç. 30 çула çитмен хĕрарăмсенчен Людмила Можаева пĕрремĕш пулчĕ. Ар-çынсенчен вара - Михаил Иванов. 40 çула çитменнисем хушшинче Татьяна Макарова тата Дмитрий Хлебников палăрчĕç. 50 çулхисем хушшинче Светлана Красновăна çитекен пулмарĕ. Арçынсенчен Владимир Калашников финиша пĕрремĕш çитрĕ. 50-ран иртнисенчен Раиса Сапожникова тата Вячеслав Мурзаев дистанцие пĕрремĕш парăнтарчĕç. Вячеслав Скворцов, Федор Гаврилов, Геннадий Орлов, Раиса Закирова çулĕсене пăхмасăрах спортпа туслă, çирĕп вăй-халлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. 60-70 çултан каçнă пулсассăн та, çамрăксемпе танах ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсене, пуçласа старта тухнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Чăн-чăн спорт уявĕ пурне те пĕр çемьене пухрĕ. Пурте чупрĕç, вылярĕç, савăнчĕç. Апла пулин те çакăнта наци кросĕн уявне хутшăннă хăш-пĕр çынсен шухăшне те каласа хăварсан вырăнлă пулĕ. Районта пурăнакансем ăмăртăва район центрĕнче ирттернипе кăмăлсăртарах. - "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче чупма меллĕрех пулĕччĕ. Стартра çав тери нумай çын. Çавăнпа та юлашкинчен каяканни, паллах, чи малтан финиша çитеймест. Асфальтлă çул çинче ỹксе аманас хăрушлăх та пысăкчĕ, - терĕç ашшĕ-амăшĕсем.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика