19 сентября 2017 г.
Ăçта та пулин пушар тухнине илтсен кашнинчех чун çỹçенет, чĕре пăчăртанать: ара, татах кам та пулин инкек тỹсет, куççуль юхать.
"Вăрă килсен мĕн те пулин юлать, пушар пулсан ним те юлмасть", тесе ваттисем ахаль каламан. Акă, иртнĕ вырсарникун Тукай ялĕнче каçхине 21.30 сехетре пушар тухнă. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, вутра 100 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Вут-çулăмра пурăнмалли çурт çунса кайнă ( ăна страхламан-мĕн), 1989 çулхи арçын вилнĕ. Телее, 2009 çулта çуралнă ар-çын ачана çăлма май килнĕ. Ăна Николай Соловьевпа Анатолий Школьников çунакан çуртран илсе тухма ĕлкĕрнĕ.
Район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн ертỹçи Дмитрий Галкин пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа районта 21 пушар пулнă, ку 2016 çулхи çак тапхăртинчен тăваттă ытларах. Вут-çулăма пула çын вилнĕ тĕслĕхсем пĕрешкелех - иккĕ.
Тукайри пушарăн сăлтавĕ электропралуксен юсавсăрлăхĕ тесе шутлаççĕ. Районта пурăнакансене вара асăрхануллă пулма тепĕр хут чĕнсе калас килет. Кил-çуртри кивелнĕ электропралуксене çĕннипе улăштармаллине пушар пайĕн, надзорĕн тата ятарлă программăсен секторĕн ĕçченĕсем хаçат урлă та, халăхпа тĕл пулса та тăтăшах аса илтереççĕ. Çапах çын йăнăшĕ çинче вĕренейместпĕр иккен. Çакна пушарсен шучĕ ỹсни çирĕплетсе парать. Пирĕн пурнăç хамăр тимлĕхрен нумай килнине манас марччĕ, туссемĕр.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"