АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕç-пăшалпа пĕлсе усă кур!

15 сентября 2017 г.

Сентябрĕн 12 - 16-мĕшĕсенче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче "Оружие - 2017" оперативлă профилактика мероприятийĕн 1-мĕш тапхăрĕ иртет. Федераци саккунĕн 1996 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнчи 16-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, граждансен яка кĕпçеллĕ тата касăмлă хĕç-пăшала ирĕк илмесĕр килте упрама юрамасть. Çавăн пекех çакна та палăртса хăвармалла - РФ Уголовлă Кодексĕн 222 статйипе килĕшỹллĕн, тĕрлĕрен хĕç-пăшалпа вĕсен хатĕрĕсене тата сирпĕтекен япаласене хăйĕн ирĕкĕпе паракансем уголовлă яваплăхран хăтăлаççĕ. Хисеплĕ граждансем! Хĕç-пăшал тата вĕсен çумĕнчи патронсене килте ан тытăр, вĕсем пур пулсассăн - РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмне шăнкăравлăр. Тупнă е саккунсăр упранакан хĕç-пăшалпа сирпĕнекен япаласене хăвăр ирĕкпе парсан укçан хавхалантараççĕ.

И.ЧУМАРОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика