15 сентября 2017 г.
Василий Родионович Родионов 1920 çулта Янкасси ялĕнче кун çути курнă. Яш 20 çул тултарсан, 1940 çулта, ăна салтака илеççĕ. Кунта вăл 23 стрелоксен дивизинчи 89-мĕш стрелоксен полкне лекет. 1941 çулхи август уйăхĕнче нимĕçсене хирĕç пĕрремĕш çапăçăва кĕрет. Вăрçă... Куççульпе çăвăннă çĕрсем, чĕресем витĕр хĕç тухнă çулсем... Ентешĕмĕр те вăрçăра виçĕ хутчен аманнă: 1941 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче, 1942 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче, 1943 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче. Хăюллă чăваш каччине часах сержант званине параççĕ, каярах вăл нумай çапăçăва разведчиксен отделенийĕн командирĕ пулса хутшăнать. 1945 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче Родионов разведчика паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне парса чыслаççĕ. 1945 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче каччă 2 степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне илме тивĕçлĕ пулни çинчен çырса хуни пур. 1945 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче апрельте çырнă награда хутĕнчи йĕркесемпе те паллаштарам: "1945 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Одер юханшывĕ урлă каçнă чухне тăшман тĕлли-паллисĕр пенĕ вăхăтра нимĕçсен Глитцен ялĕ çывăхĕнче çыранăн тепĕр енне çитсен, атака пынă тапхăрта, нимĕçсен траншейине вир-хĕнсе кĕрсе пулеметне туртса илнĕ, тăшман çине пеме пуçланă. Нимĕçсем çухалса кайнă вăхăтра разведчиксем вĕсене çапса-ватса пĕтернĕ, траншейине те çĕмĕрнĕ. Родионовăн хăюлăхĕ взвода хăй умне лартнă задачăна пурнăçлама пулăшнă. Çак çапăçура вăл 7 фашиста тĕп тунă". 1945 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче тухнă 626-Н номерлă приказпа килĕшỹллĕн, пирĕн ентеше Богдан Хмельницкин 3-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă.
П.ЗАЙЦЕВ.
Источник: "Каçал Ен"