15 сентября 2017 г.
Юлашки вăхăтра телеканалсемпе, радиопа час-часах шкулта вĕренекенсем, çамрăксем хăйсем çине алă хуни çинчен илтме пулать. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн чылай чухне çакă паллă пулнă - çамрăксем Интернетри тĕрлĕ сеть авăрне путнă. Сеть модераторĕсем е кураторĕсем хушнă ĕçе пурнăçласа вĕсем хăйсем çине алă хураççĕ иккен. Ĕç-пуç мĕнрен пуçланать-ха? Чи малтанах социаллă сетьпе усă куракан ача ушкăнсен йышне кĕрет. Куратор ачана "хура" ĕç хушать. Урăхла каласан, майĕпен вилĕм патне илсе çитерет. Çакă вара - чи хăрушши. Çавăнпа та чи малтанах ашшĕ-амăшĕн ача пушă вăхăта мĕнле ирттернине, Интернетра мĕн тунине, еплерех страницăсене кĕнине тĕрĕслесе тăмалла. Ача ытларах мĕнпе кăсăкланнине те сăнамалла. Унăн кăмăл-туйăмĕ улшăнни, кăмăлсăр пулни, сăлтавсăрах вăрçăнни, вĕренменни, çывăрманни - ашшĕ-амăшне сисчĕвлентерекен пулăмсем. Енчен те эсир ача пĕр-пĕр ушкăнра тăнине асăрхарăр пулсассăн, тăхтаса тăмасăрах лару-тăрăва уçăмлатăр. Чи малтанах ачапа калаçăр, ăна тĕрĕс çул çине тăма пулăшăр. Вăрçăнни, çирĕп ыйтни сире пулăшмĕ, тĕпренчĕкĕрсемпе пĕр чĕлхе тупмалла, "вилĕм ушкăнне" кĕни, вĕсем хушнă ĕç мĕн патне илсе çитернине ăнлантарса памалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма май килмесен психолог сире тивĕçлĕ пулăшу паратех. Çамрăксем "вилĕм ушкăнне" мĕншĕн лекеççĕ-ха? Çакă чи малтанах çемьери кăткăс лару-тăрупа, ашшĕ-амăшĕн тата çывăх çыннисен тимлĕхĕ çитменнипе те пулать. Çавăнпа та ачасемпе ытларах калаçăр, пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшăр. Интернет еплерех хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнлантарса парăр. Ачасене асăрхаттарма çăмăлрах. Вилĕм авăрĕнчен çăлма вара йывăр пулĕ.\
Р.ЖУКОВА, районти шалти ĕсен пайĕн çул çитмен çамрăксепе ĕçлекен инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"