15 сентября 2017 г.
Ăна пулас ăрусем валли упраса хăварасси, унăн пурлăхĕпе тирпейлĕ усă курасси тата ăна пуянлатасси - кашни çыннăн тивĕçĕ. Унсăр пуçне вăрман Çĕр-аннемĕр çинчи пурнăçшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ара, вăл пире уçă та таса сывлăш парать-çке. Çутçанталăка юратакан, ăна хисеплекен тата хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын анчах вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕ пулаять. Çакăн евĕр çынсенчен пĕри - Вячеслав Алексеевич Егоров.
- Мĕн пĕчĕкрен аслисем хăйсемпе пĕрле пур ĕçе те явăçтарма тăрăшатчĕç, çавна май ĕçрен хăраса ỹсмен эпир. Асаннепе вара вăрмана кайма кăмăллаттăм, унти сас-чĕвпе вăрман шавĕ мана питĕ килĕшетчĕç, кăмпа-çырла татса килеттĕмĕр, милĕк хатĕрлени те халĕ те асрах. Каярах йывăç лартнă çĕре хутшăнаттăм, хăрнă туратсене те пĕрре мар пухма тивнĕ. Ара, эпир ỹснĕ тапхăрта çутçанталăк газĕ çуртсене кĕмен-çке, вут-шанкăпах кил-çурта ăшăтнă, - ачалăхне аса илет Вячеслав Егоров.
Вячеслав Алексеевич Егоров Канаш районне кĕрекен Шелттем ялĕнче 1953 çулта тĕнчене килнĕ. Ачан ашшĕ учительте ĕçленĕ. Çавна май çемье пуçĕ ывăлне те хăйĕн сукмакĕпе ярас тесе сахал мар тăрăшнă. Анчах та Славикăн шăпи урăхларах килсе тухать: яш, çут çанталăка кăмăллаканскер, çартан килсен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумне çул тытать.
- Ку пулăм, паллах, чун туртăмĕ пуринчен те вăйлăрах пулнипе çыхăннă. Асăннă утăма тунишĕн пачах та ỹкенместĕп. Хĕрĕх çул вăрман хуçалăхĕнче тар тăкатăп, хама ытти ĕçре нихăçан та курман, - тет вăл. Ара, ĕçне чунтан парăнмасан çур ĕмĕре яхăн çак службăра тытăнса тăма этем пултарĕ-ши? Техникумран вĕренсе тухсан çамрăка Вологда облаçне направленипе ĕçлеме яраççĕ. Кунти икĕ çул хыççăн Вячеслав Комсомольски тăрăхне килсе вырнаçать. Малтанах вăл Асанкасси участокĕнче мастерта тар тăкать. Тăрăшулăхпа, ĕçе чунтан парăннипе ыттисенчен уйрăлса тăракан яша 1985 çулта лесничи пулăшуçи пулма сĕнеççĕ. Маттур та пултаруллă ĕçчен нумай хыр, чăрăшпа çăка, хурăн тата ытти йывăçпа тĕм лартас ĕçе йĕркелесе пынă. Мал ĕмĕтлĕ тата пурнăçа юратакан арçын 1989 çулта Йошкар-Олари политехника институтне вĕренме кĕрет. 1992 çулта вара Вячеслав Алексеевича Комсомольски лесничествине ертсе пыма шанаççĕ.
- Вăл вăхăтра ман çинче вăрман хуçалăх питомникĕн тата 21 лесникпа 4 мастерăн, ытти ĕçченсен, çав вăхăтрах вăрман шăпиччĕ те, - сỹтĕлет Вячеслав Егоровăн аса илỹ çăмхи. - Питомникре тĕмсем çитĕнтернĕ, вĕсене лартас ĕçе йĕркеленĕ, вун-вун гектар çинче вăрман чĕртнĕ, çитĕнтернĕ.
Ĕçне кура - хисепĕ. Маттур ĕçчен 2007 çулта Раççей Федерацийĕн Вăрман хуçалăх агенствин Хисеп грамотине тивĕçет. Тав хучĕсемпе асăнмалăх парнесем те вăрман хуçалăх ĕçченĕн сахал мар. Акă, тĕслĕхрен, çак кунсенче Вячеслав Алексеевича "Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята парса чысланă. Ĕçри юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн ăна коллективра та хисеплеççĕ.
Часах çĕршыври ĕç-пуç та урăхланать, çавна май пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕреççĕ. Саманапа тан утас тĕллевпе Вячеслав Алексеевич юридици институтне вĕренме кĕрет. Икĕ аслă пĕлỹ илнĕ вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне пăшăрхантаракан пулăмсем те сахал мар.
- Паянхи кун хамăр лартнă йывăçсем çине пăхсан чун савăнать. Анчах та ỹссе çитĕннĕ ешĕл туссене пĕр шелсĕр каснине, авнине асăрхасан, ăçта килнĕ унта кăвайт чĕртнине курсан кăмăл хуçăлать, - тет вăл калаçăва тăсса. - Хальхи çынсем темшĕн çут çанталăка сыхлас, ăна упрас темеççĕ. Килĕнчи хыт-каяшсене михĕсене тултарса вăрман уçланкисене киле-киле хума та именмеççĕ. Ку çеç-и? Ытти çỹп-çап та чылай вăрманта. Канма килетĕр пулсан мĕншĕн-ха çутçанталăка варламалла?!
Сăмах май каласан, Шăмăршăри лесничествăн Комсомольскинчи участокри лесничестви çинче паянхи куна 11538 гектар вăрман шутланса тăрать. Асăннă лесничество начальникĕ - Вячеслав Алексеевич Егоров. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ ултă лесник: Анатолий Яковлев, Артур Мельцев, Александр Потемкин, Вячеслав Филиппов, Альберт Гисматуллин, Вениамин Иванов. Палăртмаллах, профессине çут çанталăкпа чĕр чунсене юратнăран суйласа илнĕскерсем, хăйсенчи ăсталăха вара чылай чухне ламран-лама куçарма тăрăшаççĕ. Ашшĕсем тăван тĕпренчĕкĕсене, мăнукĕсене вăрмана юратма, ăна чунтан хисеплеме вĕрентсе ỹстереççĕ. Кунта вара Гисматуллинсен çемье династийĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Лесниксем вăрман пуянлăхне сыхланисĕр пуçне унти хăрушсăрлăхшăн та ырми-канми тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, вут-кăвартан сыхланма вĕсем асăрхаттаракан аншлагсем хатĕрлеççĕ, вăрмана кĕрекен вырăнсенче шлагбаумсем вырнаçтараççĕ. Кăçал çумăр тарăхтарать пулсан, 2010 çулта типĕ çанталăк чылай шар кỹчĕ. Вăл вăхăтра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăрман çунчĕ, тăпрари нỹрĕк çителĕксĕрри вара йывăçсене хăртрĕ. Паллах, ку пулăм пирĕн тăрăхшăн та ют мар. Хальхи вăхăтра Комсомольски вăрманçисем пушарсене тата типĕ çанталăка пула сиенленнĕ вăрмансене чĕртессипе вăй хураççĕ, çĕр хатĕрлесе çамрăк хунавсем лартаççĕ. Вĕсене ỹсме чăрмантаракан вĕтлĕхсенчен хăтăлмалла, хăрнă йывăçсене шута илсе тирпейлесе хумалла... Ĕçĕ кунта, чăнах та, чылай. - Умра - вăрман хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ. Çавна май вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе ветаренĕсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, - терĕ сăмах веçлесе Вячеслав Егоров.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"