12 сентября 2017 г.
Чăваш Енре обществăпа политика лару-тăрăвне хаклас тĕллевпе тĕпчев ирттересшĕн.
Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ уçă конкурс ирттерет. Контракт хакĕ - 1 миллион та 280 пин тенкĕ. Социаллă тĕпчев ирттерекен организацин документсене авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен хатĕрлесе памалла.
Тĕпчев вăхăтĕнче çынсемпе кĕсье е стационарлă телефон урлă çыхăнĕç. Респондентсен республикăри пурнăç шайĕ мĕнлереххине, вырăнти влаçа мĕнле хакланине, патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕпе кăмăллă е кăмăлсăррине тата ытти ыйтăва та уçăмлатмалла. Кăтартусене чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕччен хатĕрлемелле.
Источник: "Каçал Ен"