АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕррисем чуна илĕртеççĕ

12 сентября 2017 г.

 Чăваш халăхĕ, хури-шурне сахал мар тỹссе ирттернĕ пулин те, хăйĕн ĕмĕрхи культурипе йăли-йĕркине упраса-аталантарса пыма пултарнă. Çав пурлăхăн пĕр пайĕ - чăваш тĕрри.

Унта чăваш халăхĕн пархатарлă илемлĕх туйăмĕ, ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕ, ăрасна тĕнче курăмĕ тата этемпе çут-çанталăка сăнарланнă.

 Пирĕн чăвашсем ваттисен ăс-мулне, пехилне, йăли-йĕркине хисепе хураççĕ. Çавăнпа ытарайми хăйне евĕрлĕ культура паянхи кунчченех упранса юлма пултарчĕ. Хамăра мухтанмалăх, тĕнчене тĕлĕнтермелĕх ĕмĕрхи чăваш тĕрри те упранать-ха пирĕн. Паян та чăваш тĕрри - чăвашлăхăн чĕрĕ палли, хайне евĕрлĕ наци пуянлăхĕ. Çакна шута илсе эпир Çĕнĕ Мăрат ял библиотекинче, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа "Аваллăхран - паянлăха" тĕрĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Кунта чăваш тĕррин пуянлăхĕпе илемлĕхĕ курăмлă пултăр тесе тăрăшрăмăр. Кураври упранса-сыхланса юлнă капăр тĕрĕ тĕслĕхĕсем курса тăранайми илемĕпе, хакĕпе те тĕлĕнтереççĕ. Çак пуянлăхпа эпир çитĕнекен ăрăва паллаштарасшăн. Аслă çулхи çынсене вара хăйсен мул-пуянлăхне курса çамрăклăхне аса илме ыйтасшăн.

 Кураври чăваш тĕррисене пĕтĕмпех Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан ылтăн алăллă ăстасенчен пуçтартăмăр, чи курăмлă тĕслĕхсене суйласа илме тăрăшрăмăр.

  Хисеплĕ вулаканăмăр! Çын чунĕ илем патне туртăнать пулсан - капăр тĕрĕ те пурăнать, аталанать. Сире эпир куравпа паллашма Çĕнĕ Мăрат библиотекинче кĕтетпĕр. Тĕрĕсен илемне хăвăр куçпа курса киленĕр.

С.ПЕТРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика