12 сентября 2017 г.
Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Раççейре Пĕрлехи сасăлав кунĕ ирт-рĕ. Пирĕн районта Александровка 11-мĕш тата Кайнлăк 7-мĕш пĕр мандатлă округĕсенче ял поселенийĕсен депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйланă. Урмаел ял поселенийĕнче вара Урмаел ялне сала (село) ят парас енĕпе референдум ирттернĕ.
Территориллĕ суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Александровка тăрăхĕнче вырăнти суйлавçăсен 89,83 проценчĕ е 106 çын суйлава хутшăннă. А.П.Авдеевăшăн ("Единая Россия") 82-ĕн, С.Н. Алексеевшăн (ЛДПР) иккĕн, А.В.Григорьевшăн (КПРФ) вуниккĕн, В.А.Красновшăн ("Справедливая Россия") тăххăрăн сасăланă.
Кайнлăк пĕр мандатлă 7-мĕш округĕнче суйлавçăсен списокне кĕртнĕ 77 çынран пурте суйлава хутшăнма кăмăл тунă. Территориллĕ суйлав комиссийĕ регистрациленĕ тăватă кандидатран пĕри, В.В.Данилова, юлашки кунсенче хăйĕн кандидатурине каялла илнĕ. Ку округра вара сасăсем çапларах пайланнă: А.Н.Валетован ("Единая Россия") - 53 сасă, Н.Г.Смирновăн ("Справедливая Россия") - 13, Н.Г.Совинан (ЛДПР) - 8 сасă.
Урмаел ялĕнче пулнă вырăнти референдума хутшăнакансен списокне 2181 çынна кĕртнĕ пулнă. Вĕсенчен 91,01 проценчĕ е 1985 çын хăйсен кăмăлне пĕлтернĕ. Çав шутран 1980-шĕ Урмаел ялĕнчен сала тăвассишĕн сасăланă.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"