АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă тусăм - "Каçал ен"

12 сентября 2017 г.

 "Каçал ен" - чи юратнă изданисенчен пĕри. Республика хыпарĕсемпе "Хыпарта" е сенкер экран умĕнче паллашатăп пулсан, тăван районта пулса иртекен ĕç-хĕлпе вара - юратнă хаçат урлă.

 "Каçал ен" хаçата эпĕ пĕр номерне те сиктермесĕр вуласа пыратăп. Мана вăл районăн тата республикăн кун-çулне пĕтĕм енчен сăнласа панипе килĕшет. Кунта савăнса мăнаçланмалли те пайтах, шутламалли те чылай. Пахалăхĕпе пĕлтерĕшĕ пирки калас пулсан, вĕсем çулран-çул ỹсеççĕ. Ку пулăм мана чунтан хавхалантарать.

  Паян, вырăнти радио ĕçлемен тапхăрта, район çыннисемшĕн хаçат витĕмлĕ информаци хатĕрĕ пулса тăчĕ. Хакĕ пирки калас пулсан - çыртаканниех мар. Кашни эрнере ытларикунпа эрнекуна чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ара, "Каçал ен" тусăм çитет-çке. Йышăнам, юратнă хаçатăма вуламасассăн хама тус-тăвансенчен уйрăм пек туятăп. Хаçат-журналпа кĕнеке тусĕ пулнă май яланах, укçа-тенке перекетлес тĕллевпе, кашни çур-çултах редакци ирттерекен акцие хутшăнса хаçата йỹнĕрех хакпа çырăнатăп. Халĕ "Каçал ен" хаçата 2018 çулхи 1-мĕш çурçула çырăнмалли хĕрỹ тапхăр пырать. Васкăр, районăмăрти пĕр çемье те "Каçал ен" хаçатсăр ан юлтăрччĕ.

Николай Васильев, хаçат тусĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика