АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус та наркотиках

08 сентября 2017 г.

 Çапах та ăна кăмăллакансем ун пек шутламаççĕ пулĕ. Чылай çыншăн вăл йăлана кĕнĕ хăнăху пулса кайнă.

 Пирус туртни сиенлине пурте пĕлеççĕ, анчах кашни туртакан хăйĕн сывлăхне тĕрлĕ табак наркăмăшĕпе хуллен-хуллен пĕтерет. Юлашкинчен çакă ытла та хăрушă чирсем патне илсе пырать: тута, çăвар, ỹпке, апат хуранĕн ракĕсем, бронхит, астма, чĕре чирĕсем, ура çинчи юн тымарĕсем пĕтсе пыни (нумай чухне вĕсене татмах тивет). Çапла вĕçленет ỹпкене тĕтĕмпе тултарни.

 Паллах, асăннă чирсем тỹрех пуçланмаççĕ, хăш чух чылай çул иртет. Çавăнпа та çамрăкла пирус мăкăрлантарнă чухне вĕсем пирки шутламастпăр та. Анчах чир-чĕр лекмест тесе калама çук. Тумлам чула шăтарать мар-и?

 Ĕмсе илнĕ табак наркăмăшĕсем пирĕн организмри тĕрлĕ клеткăсене пăсаççĕ. Юна кирлĕ чухлĕ кислород пымасть, эппин, çын хăвăрт ывăнать, тарăхакан пулать, ыйхи çухалать, ăс-тăн чакать тата ытти те. Эппин, шутласа пăхăр-ха, çăвара пирус хыпмалла-и?

 Хăш-пĕр ача хăйне аслăрах кăтартас, ыттисенчен юлас мар тесе туртма пуçлать. Çавна май хăйне хистет, организмне ăйпах пируса хăнăхтарать. Туртма пуçланăшăн савăнать. Шăп çав хăнăхнă самантран ун ỹпкисем, чĕри, пуç мими арканма пуçлаççĕ те.

 Хĕрсем пирус туртма пикенни тата та хăрушăрах. Ытла та аван мар-çке саралнă шăлсене, тĕссĕрленнĕ пит-куçа курма, хытă сассине илтме. Пирус шăрши кĕрет тата.... Çакă кайран хака кайса ларать. Сывă ача çуратасси пирки шутламалли те çук.

 Пирус туртма мĕнле пăрахмалла-ха? Меслечĕ нумай. Чи сиенсĕрри - сигарет хисепне чакарса пыни. Анчах пурте кун пек тума пултараймаççĕ. Кăмăл çирĕп пулсан тепĕр икĕ эрнерен туртас килни иртсе кайĕ. Хăвна ан шелле çеç. "Тепĕр пирус туртам-ха, ыран пăрахăп",- тенипе пулмасть. Кашни туртнă пирус сиенлĕ. Çуран утăр, велосипедпа ярăнăр, чупăр. Ун чухне туртни сиенлĕ пулнине тепĕр хут туйса илĕр.

Л.ЯРЫШЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика