08 сентября 2017 г.
"Тырă хывăхсăр пулмасть", - теççĕ ваттисем, этем пурнăçĕ те çаплах. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ сăлтава пула хăйĕн тĕпренчĕкне ỹстерсе ура çине тăратма мехел çитереймест. Унашкаллисене вара патшалăх учрежденийĕсем е çывăх тăванĕсем, е пачах ют çынсем хăйсен хỹттине илеççĕ. Шăпах Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче йывăр шăпаллă ачасен ыйтăвне çĕклес килет. Вĕсене хỹтлĕхе илекенсем пур-и, шăпи еплерех? Çак ыйтусем тавра район администрацийĕн опекăпа попечительлĕх секторĕн заведующийĕпе Татьяна Галзановăпа калаçрăмăр.
- Татьяна Николаевна, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене пулăшу парасси районта мĕнле пурнăçланать-ши? - Кашни пепке çемьере çитĕнмелле. Ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕнче ỹсекен ача çеç тĕрĕс аталанса кирлĕ воспитани илеет. Юратнă çынсемпе пурăнаканнисен кăмăл-туйăмĕ çирĕп, малашлăх та хăратмасть. Çак тĕллевпех çывăх çыннисемсĕр тăрса юлнăскерсене çемьесене вырнаçтарма тăрăшатпăр. Паянхи куна 50 çемье 74 ачана усрава илнĕ. Унпа пĕрлех тата 7 ачана ашшĕ-амăшĕ хăйсен ирĕкĕпе вăхăтлăха усрав çемьесене панă. Кун пеккисем - 5 çемье.Опекунсем ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстереççĕ. Унпа пĕрлех ачасене хăйсен хỹттине илес текен çемьесем татах та пур. Патшалăх ют ачасене пăхакансене хавхалантарнине палăртса хăварас килет. Пепкене усрама уйăхсерен укçа-тенкĕ уйăраççĕ, ашшĕне е амăшне шалу тỹлеççĕ, унăн ĕçне пĕтĕмĕшле стажа кĕртеççĕ.
- Сăмахран, районта пурăнакансем ача усрава илме шутласан, вĕсен малтан мĕнрен пуçламалла? - Ют ачана пăхса çитĕнтересси çăмăл мар. Çавăнпа та усрава иличчен тĕплĕн шутламалла. Ун хыççăн çеç пысăк утăм тумалла. Чи малтанах, паллах, пирĕн пата, опекăпа попечительлĕх органне, килмелле. Эпир ача усрава илес текенсене тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Вĕсен кăмăл-туйăмĕпе паллашас, мĕн сăлтава пула ача илессине пĕлес тĕллевпе кашнийĕшĕнпе уйрăммăн калаçатпăр. Вырăна тухса кил-çуртне, хуçалăхне, пурнăç условийĕсене хаклатпăр. Кунсăр пуçне кандидатсем Канаш хулинче "Школа приемных родителей" ятарлă курсран вĕренсе тухаççĕ. Çак тата ытти тĕрĕслев витĕр ăнăçлă иртнĕ хыççăн çеç вĕсене ача илме ирĕк паратпăр.
- Пепкесем çĕнĕ çемье тупни чăннипех те лайăх. Анчах та вĕсене тĕрĕслесех тăмалла пулĕ-ха....
- Опекăри ачасен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕпе куллен паллашасси, вĕсене пулăшасси - пирĕн тивĕç. Çавна май опекунсемпе, попечительсемпе, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Çавăн пекех вĕсем те кунта килсе çỹреççĕ, тĕрлĕ ыйтусене пĕрле сỹтсе яватпăр. Опека органĕн специалисчĕсем общество инспекторĕсемпе, класс ертỹçисемпе пĕрле килсене тухса çỹреççĕ, пурăнмалли условисемпе паллашаççĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе, диагностикăпа психологи пулăшăвĕн центрĕпе, вĕренỹ учрежденийĕсемпе, район больницин ача-пăча уйрăмĕпе лайăх çыхăну йĕркеленĕ. Тĕрлĕ мероприятисем - çавра сĕтелсем, тĕл пулусем, канаш- лусем - ирттерни пуриншĕн те усăллă.
- Юлашки вăхăтра чылай ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа туслашнине пула ачисене кирлĕ пек пăхайманни пăшăрхантарать. - Ашшĕ-амăшне пула шар куракан ачасем районта та сахал мар. Пирĕн тĕллев - вĕсен шутне чакарасси, тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси. Çавăнпах пепкисене тивĕçлĕ воспитани парайман, вĕсен сывлăхĕпе аталанăвĕ çине алă сулакансемпе малтанах ĕçлеме пуçламалла. Килĕсене çỹресе калаçусем йĕркелетпĕр, пурăнмалли условисемпе паллашатпăр. Ун хыççăн хăшĕсем, чăн та, тĕрĕс çул çине тăраççĕ, хăшĕсем шутламаççĕ те. Ĕçкĕпе иртĕхни çемьене, ачасен пурнăçне аркатать. Тỹрленме тăрăшманнисене ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварма тивет, ачасене интерната яратпăр.
- Тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси районта мĕнлерех пурнăçланать?
- Ачасем ăçта, мĕнле çуртра е хваттерте пропискăра тăнине тĕрĕслесех тăратпăр. Чăн та, хăшĕсен пурăнмалли вырăнĕ япăхнă, кивелнĕ, теприсен вăл пачах та çук. Çавна май вĕсене хваттерсемпе тивĕçтермеллех. Паянхи куна черетре - 24 ача. Кашниех кил-çуртлă пуласшăн , 11-шĕ вара, 18 çултан иртнисем, ыран-паян хваттер кĕтеççĕ. Патшалăх тимлĕх уйăрса çурма тăлăхсене пулăшни савăнтарать, анчах та ашшĕ-амăшĕн ăшшипе юратăвне, ачашлăхне, хỹттине никам та улăштараймĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"