АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака валли çĕр хатĕр

08 сентября 2017 г.

 Çанталăк ăмăр тăрать, апла пулин те çакă ял хуçалăх ĕçченĕсене пачах та чăрмантармасть. Вĕсем кашни кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ: кĕрхи акана валли çĕр хатĕрлеççĕ, çапаççĕ-акаççĕ, хирти утă-улăма та пухса кĕртме манмаççĕ.

 "Урожай" колхоз ĕçченĕсене те çумăрлă çанталăк пачах шиклентермест. Вĕсем хĕрсех пăрçа, урпа, сĕлĕ хутăш çитĕннĕ уйра тăрăшаççĕ. Комбайнсем хыççăн юлнă купасене Николай Никифоров (сăнỹкерчĕкре) механизатор трактор çине тиесе пырать. Владимир Кошкин, Николай Иванов тата Михаил Красильников прицеп çинче тăраççĕ. Алексей Кондратьев, Сергей Смирнов тата Владимир Шакмаков механизаторсем вара улăма ферма турттараççĕ.

- Хутăш культурăсен ку лаптăкĕ пурĕ 220 гектарпа танлашать. Эпир унпа сенаж янтăлама та усă куртăмăр, юлнă пайне çапса илтĕмĕр, улăмне пухса кĕртрĕмĕр. Пăрçа йышши культурăсене акни çĕр пулăхлăхне лайăхлатма пулăшать. Пушаннă лаптăкра кĕрхи культурăсене акăпăр, - терĕ "Урожай" колхоз агрономĕ Иван Киргизов.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика