08 сентября 2017 г.
Уй-хирти ĕçсене пурнăçланă вăхăтрах хула çыннисене пахча çимĕçпе тивĕçтересси те пырать. "Кĕр парнисем" ярмăрккасем Шупашкарта август вĕçĕнчех пуçланнă. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермерсем валли унта тỹлевсĕр суту-илỹ вырăнĕсем уйăрнă.
Çак ярмарккăсене пирĕн районтан та çулленех хутшăнаççĕ, хăйсем çитĕнтернĕ е халăхран туяннă продукципе сутă тăваççĕ. Акă, Комсомольски райповĕн ĕçченĕсем августăн 26-мĕшĕнче, сентябрĕн 2-мĕшĕнче тĕп хула çыннисене пахча çимĕç сĕннĕ.
- Икĕ хутĕнче те Шупашкарти "Северная" ярмарккăна 3 тоннăран кая мар ял хуçалăх продукцийĕ илсе кайнă. Çав шутран 1 - 1,5 тонни - çĕрулми. Çавăн пекех кишĕр, кавăн, кабачки-патиссон, сухан-ыхра, хĕрлĕ кăшман питĕ аван туянаççĕ. Вырăнти панулмине те, çыхă туса илсе кайнă сухана та хапăлласах, черет тăрсах илнĕ. Пĕтĕмпех сутса пĕтерсе таврăннă, çакă Хирти Шăхасанти куллен кирлĕ таварсен магазинĕн заведующийĕн Эльвира Быкован, Алексей Толстов водителĕн тата Лидия Козлова менеджерăн çаврăнуçăлăхĕн- чен те нумай килнĕ ĕнтĕ, - терĕ Комсомольски райповĕн тĕп бухгалтерĕ Светлана Кокорева.
Светлана Федоровна каланă тăрăх, районти кооператорсем ял хуçалăх продукцине килти хушма, хресченпе фермер хуçалăхĕсенчен пуçтараççĕ. Тен, хакне ытла пысăках лартманнипе те пуль, вĕсене хула çыннисем самантрах туянса пĕтернĕ. Тĕслĕхрен, "иккĕмĕш çăкăра" 13 - 14 тенкĕпе сĕннĕ, ытти пахча çимĕçе те пасартинчен тата магазинтинчен йỹнĕрехпе сутнă. Халăх кашни пуса перекетлеме тăрăшать-çке, паллах, çакна шута илни те хăйĕн витĕмне кỹнех. Комсомольски райповĕн ĕçченĕсем "Кĕр парнисем" ярмăрккасене татах та хутшăнас кăмăллă, çитес шăматкун та вĕсем Шупашкара кайма хатĕрленеççĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"