05 сентября 2017 г.
Крым Республикинче кашни çулах вун-вун мероприяти, концерт, фестиваль йĕркелеççĕ. Асăннă уявсенчен районта пурăнакансем те айккинче юлмаççĕ.
Сăмахран, пĕлтĕр районти культура çурчĕ çумĕнчи "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ Раççейри пĕтĕм чăвашсен Крымри акатуйне хутшăннăччĕ. Кăçал вара "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕ Черноморски районĕнчи Межводный поселокĕнче йĕркеленĕ Пĕтĕм халăхсен "Алтын Майдан" тата "Атлеш" фестивалĕсене хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ.
Асăннă мероприятисенче Раççейри 40 ытла регионта пурăнакан пине яхăн артист хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикинчен фестивале "Кубняночка" халăх вокал тата Шупашкар районĕнчи Тренькасси ялĕнчи "Сияние" хореографи ансамблĕсем кайрăмăр.
Пирĕн ансамбль репертуарти чи илемлĕ те чуна пырса тивекен юрăсене Крым тăрăхĕнче шăрантарчĕ. Ахальтен мар коллектива фестивалĕн 1-мĕш степеньлĕ Дипломĕсемпе чысларĕç. Людмила Нямукова "Соло" номинацие хутшăнса Дипломсене тивĕçрĕ.
Çавăн пекех фестивальсем семинар-практикумсемпе, тĕл пулусемпе, этнодискотекăсемпе пуян пулчĕç. Ансамбль ертỹçисем Альбинăпа Виктор Кокшинсем чăваш дискотеки йĕркелерĕç. Ирхине 5 сехетре Хура тинĕс хĕрринче хĕвеле кĕтсе илни, уçă сывлăшра гимнастика туни те ĕмĕрлĕх асра юлĕç. Пĕтĕм халăхсен фестивалĕсем пултаруллă çынсене пĕрлештереççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма майсем туса параççĕ. Крым Республики кашни çулах çывăхланса пытăр.
А.КОКШИНА.
Источник: "Каçал Ен"