05 сентября 2017 г.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци Комсомольски районне туса хуричченех пулнă, анчах та вăл вăхăтра пайăн-пайăн ытти - Патăрьел, Шăнкăртам, Йĕпреç, Канаш - районĕсем çинче шутланса тăнă. Çак станцине 2004 çулта юлашки хут çĕнĕлле йĕркелесе яраççĕ.
Паянхи кун районти патшалăх ветеринари службинче пурĕ 40 специалист ĕçлет, вĕсенчен 19-ĕшĕ - аслă пĕлỹллĕ. Водительсем - 3 çын: Николай Тихонов, Владимир Хораськин тата Андрей Федосеев. Станцинчи выльăх-чĕрлĕх аптекине вара Рустем Минатуллович Велимухаметов ертсе пырать. Вăл асăннă организацире чи нумай çул тăрăшакансенчен пĕри шутланать, ĕç стажĕ - 30 çул ытла. Рустем Минатуллович малтанах "Комсомольский" совхозра тĕп ветеринари тухтăрĕнче ĕçленĕ. Пысăк опытлă та тăрăшуллă ĕçчене 2007 çулта районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ пулма сĕнеççĕ. Ку ĕçре вăл 2016 çулччен тăрăшнă. Рустем Велимухаметова ĕçри тăрăшулăхшăн тата шаннине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн пĕрре мар Хисеп грамотипе наградăланă. Хальхи вăхăтра ветеринари станцине Сергей Алексеевич Васильев ертсе пырать.
Организаци районти выльăхсене пусса тирпейлемелли 3 тата сĕт тирпейлекен 2 цеха, унсăр пуçне сĕт пуçтаракан , çавăн пекех искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен пунктсене пăхса тăрать.
- Медицинăра тухтăрсем çынсене пирвайхи пулăшу параççĕ пулсан, пирĕн ĕçченсем вара çак пулăшупа чĕлхесĕр янаварсене тивĕçтереççĕ. Чылай чухне чĕннĕ çĕре хамăр машинăсемпех тухатпăр. Иртнĕ çулсенче мăйракаллă шултра выльăх чирлесен çеç чĕнетчĕç пулсан, халĕ вара çынсем йытă-кушак йывăрлансан та пăшăрханаççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - мĕнпур тытăмри хуçалăх выльăхĕсене профилактика ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе чир-чĕртен сыхласси, сиплесси, - кунти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕн çумĕ Айдар Шайдуллин.
- Пирĕн тăрăхра чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри - лейкоз. Кăтартусемпе чи малта пыракан хуçалăхсем - "Пайгас" тата "Заря" ял хуçалăх производство кооперативĕсем. Çавна май эпир асăннă хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе çулталăкра 4-5 хутченех тĕрĕслетпĕр: анализсем илетпĕр, вируслă выльăха уйăратпăр. Гематологи анализĕн кăтартăвĕсем тăрăх вара выльăх шăпине палăртатпăр, - терĕ вăл.
Ĕçĕ, чăн та, кунти ĕçченсен чылай: ял хуçалăх предприятийĕсенче ирттерекен дезинфекци ĕçĕсенчен пуçласа харпăрлăхри хуçалăхсем таранах. Çулталăкра икĕ хутчен - çуркуннепе кĕркунне - профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ: выльăхсенчен юн илеççĕ, тĕрлĕрен чирсене хирĕç прививкăсем тăваççĕ... Унсăр пуçне аш-какайпа сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ, продукци мĕнле хатĕрленни, вăл епле условисенче упранни те - çак служба ĕçченĕсен тивĕçĕ. Тĕслĕхрен, сутлăх аш-какай шăпине те çак станци ĕçченĕсемех уçăмлатаççĕ.
Вĕсен кулленхи тăрăшăвĕпе чĕлхесĕр янаварсен сывлăхĕ упранать, хăрушă чир-чĕр сарăлса çынсене ермест. Аш-какайпа сĕт пахалăхĕ уçăмланать. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçĕ, чăн та яваплă, хисеплĕ. Вĕсене иртсе кайнă професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"