АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса вырăнта пурăнма та кăмăллă

05 сентября 2017 г.

  Сентябрĕн 2-30-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри "Симĕс Раççей" экологи субботникĕ иртет. Ăна тавралăха тирпейлес тата йывăç-тĕм лартас тесе кашни çулах йĕркелеççĕ.

   Акă, сентябрĕн 2-мĕшĕнче районта пурăнакансем, предприятисемпе учрежденисенче, администрацисенче тăрăшакансем, вĕренекенсемпе педагогсем экологи субботникне тухрĕç. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлесе унта-кунта выртакан çỹп-çапа пуçтарчĕç. Вăл çеç те мар, чылайăшĕ пахчари чечексене çумкурăкĕнчен тасатрĕ, теприсем çỹлелле кармашакан вĕлтĕрен-пиçене çулчĕç, хăрнă йывăçсене касса тирпейлерĕç, ыттисем сăрлама та, учреждени çывăхĕнчи вырăна тирпейлеме те вăхăт тупрĕç. Чылайăшĕ автомашина çỹрекен çул хĕррисене тасатрĕ. Пур çĕрте те ĕç вĕресе çеç тăчĕ.

   "Каçал ен" хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем вара умран иртсе каякан тротуар хĕррисене ỹссе кĕрекен курăкран тасатрĕç, шăлса тирпейлерĕç, чечексем çумларĕç.

   Экологи çулталăкĕнче тăван тавралăх çине тата та пысăкрах тимлĕх уйăрни темрен те паха. Субботниксем вара пĕрре тирпейленипе çеç ан вĕçленччĕр. Тавралăха илем кĕртме яланах вăхăт тупар, кĕркунне йывăç-тĕм лартма та манар мар.

                                                                                                                                                                                                                                    А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика