АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулпа ашшĕ-амăшĕ пĕр тĕллевлĕ пулни аван

01 сентября 2017 г.

Вăтăр çул ытла ачасемпе ĕçленĕ май, хамăн опытпа ыттисене те паллаштарас тетĕп. Кирек хăш ашшĕ-амăшĕ пепки çине пăхнăçем çапла шутлать: "Кăçал пĕлỹ тĕнчи алăкне уçать. Ачамăр шкулта епле ĕлкĕрсе пырĕ-ши?" Ача вĕренỹре епле ĕлкĕрсе пырасси чылай чух çемьерен нумай килет.

Воспитани парас ĕçре шкулпа çемье тĕллевĕсем пĕр пек пулни аван. Вĕрентекен ачапа кăна мар, унăн ашшĕ-амăшĕпе те ĕçлет. Паллах, ку ĕç нумай енлĕ, форми вара - тĕрлĕрен. Тĕслĕхрен, вĕренỹ çулĕ пуçланиччен эпĕ чылай малтан хам класа килекен ачасемпе тата çемйисемпе паллашатăп. Вĕсем патне пуçласа çул тытнă куна ятарласа хатĕрленетĕп: çемьери хутшăнăва тата аслисем ача çине епле витĕм кỹнине пахалатăп. Пулас вĕренекенĕмпе пупленĕ тапхăрта ачари аталану шайне туйма тăрăшатăп.

Аслисемпе иккĕмĕш хут тĕл пулнă чухне ашшĕ-амăшне сĕнỹсем паратăп. Унсăр пуçне вĕсене ача шкула каяс умĕн мĕн-мĕн пĕлмелли çинчен калакан памятка парса хăваратăп. Каярах, чылай чухне август уйăхĕнче, ашшĕ-амăшĕ манăн сĕнỹсене епле пурнăçланине тĕрĕслетĕп.

Акă, ача - пĕрремĕш класс вĕренекенĕ. Аслисемпе вĕрентекеншĕн чи явапли те йывăрри ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш пухăвĕ шутланать. Пуху пуçланас умĕн ачасен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ выставкăпа паллаштаратăп. Вĕсем хаваслансах пепкисен ĕçĕсене пĕр-пĕринпе танлаштараççĕ, чи тирпейлине тупса палăртаççĕ. Пуху "чĕрĕ", кăсăк тата кашниншĕн тухăçлă пултăр тесе тăрăшатăп. Канашлăва ытларах амăшĕсем хутшăнаççĕ. Çавна май черетлĕ пухăва ашшĕсене çеç чĕнетĕп. Унсăр пуçне "Уçă уроксен" кунне йĕркелетĕп. Уявсен календарĕнчи паллă кунсене пурне те пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Вĕренỹ çулĕ вĕçленсен те ачасемпе вĕсен çемйисем хушшинчи çыхăнăва татмастăп. Манăн тĕллев - вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕнчен туслă коллектив чăмăртасси тата пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарасси.

Вулакансене юлашкинчен ашшĕ-амăшĕн 10 заповечĕпе паллаштарса хăварасшăн:

- ачана хăй пек пулма пулăшăр;

- ачăра тăкаксемшĕн тавăрма ан хистĕр, мĕншĕн тесен ăна эсир пурнăç парнеленĕ. Вăхăчĕ çитсен вăл йăха тăсакан пулĕ. Ку вара - чи пысăк тав сăмахĕ;

- хăвăрăн çиллĕре, кỹренĕве ачăрсем çинче ан кăларăр;

- ачăрăн хуйхинчен ан кулăр;

- ачаран нихăçан та мăшкăлласа ан кулăр;

- ан манăр: çыншăн чи пахи вăл - ачасемпе тĕл пулни;

- хăвна ху ачана пулăшаймарăм тесе ан хĕсĕрле. Енчен те тума пултарса тумасан - хăвна вăрç;

- ача вăл - хаклă савăт. Пурнăç çак çамрăк чуна сыхлама тата ăна упрама сире шаннă;

- ют ача тесе ăна тĕртсе ан ярăр;

- хăвăрăн ачăра вăл кирек епле пулсан та юратăр, пулăшăр!

И.ВОРОБЬЕВА,

Александровка тĕп шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика