01 сентября 2017 г.
СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1943 çулхи октябрĕн 10-мĕ-шĕнчи указĕпе килĕшỹллĕн, Богдан Хмельницкий орденĕ I, II тата III-мĕш степеньлĕ пулать.
Çак орденсене Хĕрлĕ Çарта Украина çĕрĕ çинче паттăрлăх кăтартнă рядовойсене, сер-жантсене, старшинасемпе офицерсен составне, батальон командирне çитичченех тата партизансен отрячĕн командирĕсене, партизансене панă. Унпа хăюлăхшăн, пуçарулăхшăн, харсăрлăхшăн, çапăçусенче тăшмана çĕнтерсе чи кирлĕ чикĕсене, пурăнакан ялсене туртса илнĕшĕн наградăлама пуçланă. Çак наградăсене тивĕçнисен шучĕ пурĕ 5738 çынпа танлашнă.
2014 çулта Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин тĕп архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, 876 наградăна хăюллă паттăрсене тĕрлĕрен сăлтава пула парайман. Архиври документсемпе паллашнă хыççăн пирĕн районта çуралса ỹснĕ тăватă ентешĕн Богдан Хмельницкин III-мĕш степеньлĕ орденне илме тивĕçлĕ пулни çинчен калакан награда хучĕсем упранаççĕ, анчах та виççĕшĕ çеç телейлисен шутне кĕнĕ.
Богдан Хмельницкин III-мĕш степеньлĕ орденне Комсомольски районĕнчен илме тивĕçнĕ пĕрремĕш çын - 1923 çулта çуралнă Павел Никитович Кольцов. Вăл Ĕнтĕркасси (Хирти Ĕнел) ялĕнче çуралнă. 1942 çулхи майăн 1-мĕшĕнче вăрçа кайнă. 61-мĕш арми лейтенанчĕ, взвод командирĕ, ВЛКСМ членĕ нумай хутчен çапăçусенче хăюлăх кăтартнă. Чăваш каччи икĕ хут аманнă - 1942 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче тата 1943 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче. Çав çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче ăна Александр Невский орденне пама награда хучĕ хатĕрленĕ, анчах та паттăрлăха II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе хакланă. 1944 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче ентеше "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденĕ парса чысланă.
1943 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çырнă награда хучĕпе паллашар. "1943 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче Базар райцентршăн пынă çапăçура чи малтан Кольцов взвочĕ тăшмана аркатма тытăнать, вăл 5 нимĕçе персе пăрахать. 1943 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче Борды хуторĕшĕн пынă çапăçура стройран тухнă рота командирне улăштарнă. Вăл ертсе пынипе салтаксем харсăр, геройла çапăçса Борды хутора нимĕçсенчен туртса илнĕ". 1944 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче П.Н.Кольцов Богдан Хмельницкин III-мĕш степеньлĕ орденне илме тивĕçлĕ пулни çинчен приказ тухнă.
П.ЗАЙЦЕВ.
Источник: "Каçал Ен"