АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автоçулсем çинчи юсав ĕçĕсем

01 сентября 2017 г.

"Комсомольски - Елчĕк -Пăва - Хирти Мăнтăр" автоçула реконструкцилес ĕç вĕçленсе пырать тесен те юрать. "СтройРемМост" тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹ ĕçченĕсем чăннипех те пысăк, çав вăхăтра пархатарлă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Ял çумĕнчи çул хĕррине, çуран çынсене çỹреме тесе, тротуар сарнă. Бордюрсем те кунта хăйсене валли вырăн тупнă. Автоçул тăршшĕ 1,7 километрпа танлашать. Çул-йĕр ĕçченĕсем çавăн пекех шыв юхмалли пăрăхсене çĕнĕрен, тĕпрен улăштарнă. Унсăр пуçне автоçулăн хăшпĕр хĕррисене монолит бетонпа çирĕплетнĕ. Паянхи кун çул-йĕр ĕçченĕсем асфальтпа бетонран çул сарас тата ăна çирĕплетес ĕçе пурнăçлаççĕ. Сăмах май каласан, ĕçченсем çул сарнă çĕрте пысăк технологиллĕ спецтехникăпа усă кураççĕ.

- Ĕçсене маларах палăртнă графикпа ĕлкĕртсе пыратпăр, унăн пахалăхĕ тĕлĕшĕнчен иккĕленместпĕр, - теççĕ çул-йĕр ĕçченĕсем.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика