АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусмăрланă, унтан çунтарнă

29 августа 2017 г.

Августăн 20-мĕшĕнче районти йĕрке хуралĕн пайĕнче телефон шăнкăравĕн сасси янăраса кайнă. Унăн тепĕр вĕçĕнчисем харпăрлăхри хуралтăсем çунни çинчен пĕлтернĕ. Пушара сỹнтернĕ хыççăн сарайĕнче хĕр виллине тупнă. Çавна май РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕ 105 статьян 1 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Раççей Федерацийĕн Следстви Комитечĕн следователĕсемпе Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем пĕрле оперативлă шырав ĕçĕсем ирттернĕ май 19 çулти яш çине тухнă. Августăн 19-мĕшĕнче, çĕрле вăл хăватлă шĕвек ĕçсе "анранă" хыççăн, хĕр çумне çулăхнă. Тĕпчевçĕсем шутланă тăрăх, пике йĕрке хуралçисене пĕлтересрен хăранипе каччă ăна хĕнесе пĕтернĕ. Акă, кĕçех хĕр сывлама чарăннă. Хăйĕн усал ĕçне пытарас тĕллевпе каччă ăна ялти пĕр çынсен утă хуралтине сĕтĕрсе каять те унти утта тивертсе ярать. Хĕрĕнкĕ пуçпа пуçтахланнă каччăна хĕр çумне çулăхса ăна пусмăрланăшăн, çынна вĕлернĕ-шĕн, унсăр пуçне çын пурлăхне 1,8 миллион тенкĕлĕх тĕп тунăшăн айăплĕç. Следовательсем палăртнă тăрăх, яш хăйĕн айăпне пĕтĕмпе йышăннă.

В.САЛИМЗЯНОВ,

ЧР Следстви управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертỹçин ĕçĕсене пурнăçлаканĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика