АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун уççи - ал ĕçĕ

29 августа 2017 г.

Чăваш ялĕсем илеме курма-туйма тата ăна упрама пĕлекен çынсемпе пуян. Çакăн евĕр çын кашни ялтах тĕл пулĕ. Сăмахăм вара Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, асăннă ялтах ĕмĕрне ирттерекен Анна Михайловна Степанова пирки. Вăл çулне кура мар вăр-вар та харсăр.

Тăпăл-тăпăл йывăç çурт. Инçех те мар, авă, çутă кỹлĕ. Унта кăвакалсемпе хурсем ярăнса ишсе çỹреççĕ. Сăнарах пăхрăм та, юнашарах тăрна тăни курăнчĕ. Сарлака хапха алăкне уçнă май хутăш вăрман енчен куккук сасси илтĕнчĕ. Аллисене саппун аркипе шăлкаласа мана хирĕç Анна аппа тухрĕ. Вăл вăрман парнине, милĕке, хĕле валли хатĕрлетчĕ. Палламанскере тинкерсе пăхнăçем пуçĕнчи тутăрне турткаласа тỹрлетрĕ, шуралнă çỹç пайăркисене тутăр айне тирпейлесе чикме хăтланчĕ. Тараватлă чăваш йăлипе шалалла иртме сĕнчĕ. Мĕн çăмăлпа çỹренине пĕлсен, Анна аппа аванмарланчĕ. Чăвашсем вĕсем, чăннипех те, сăпайлă халăх çав.

- Аннепе атте, Анисияпа Михаил Романовсем, тăхăр ачана сарă хĕвел парнеленĕ. Хам пирки калас пулсан, эпĕ - çемьери тăваттăмĕш ача, - терĕ вăл.

Те вăрçă пуçланнă çул тĕнчене килнĕрен-ши, хĕрачана чĕри витĕр самаях нуша-терт кăларма тивнĕ. Вăл вăхăтри ытти çынсем пекех, Анна та колхоз хирĕнче çум çумланă, кĕлте çыхнă, йĕтем çинче тар тăкнă. Шкулта çичĕ çул çеç ăс пухма май килнĕ. Ун хыççăн Анна фермăна ĕçлеме вырнаçнă.

- Ĕне сума вырнаçнă çул 14 тултартăм. Чĕлхесĕр янаварсен шучĕ 16-ччĕ. Вĕсене эпир алăпа сăваттăмăрччĕ. Флягăсене сивĕ шывпа вĕлтренпе çунă. Пĕр сăмахпа каласан, кашни ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă, - терĕ вăл иртнĕ кунĕсене куç умне кăларнă май. - Яра куна ура çинче, пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕçне пуçăнаттăм.

Часах Анна тăван ял йĕкĕчĕпе, Кольăпа, çемье çавăрнă. Анчах та савăк мăшăрăн телейĕ чылая тăсăлмасть: авланнă хыççăн темиçе уйăхранах арçынна çара кайма повестка параççĕ. Çапла вара çамрăк арăм икĕ хунямапа юлать. Степановсен çемйинче пурăннă тапхăрта Анна çĕвĕç ăсталăхне алла илет. Çавна май çамрăк-скере çĕвĕ цехне ĕçлеме илеççĕ. Мăшăрĕ, Коля, столяр. Арçын йывăçран тĕрлĕрен эрешсем касса кăларать, çавăн пекех сĕтел-пукан ăсталать. Тав тăвас шутпа ял-йыш укçа панипе çеç мар, аншарлипе те сăйлама именмест. Çапла вара арçын пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн "симĕс çĕлен" авăрне çакланать, каярах вара авăр ăна çăтать. Пĕчĕк тĕпренчĕкĕ те арçынна тинех илĕртмест, хăватлă шĕвек анратнипе пĕтĕм тĕнче хăйĕн сулмаклăхне çухатнă тейĕн?! Явсан-явсан вĕренĕн те вĕçĕ пулать, этем тỹсĕмлĕхĕн те чикки пур. Çапла вара çемье саланать, çамрăк арăм Эльза хĕрĕпе ашшĕ-амăш килне каялла таврăнать.

- Пушă лариччен кĕрĕк арки те пулсан йăвала, тетчĕ аннем. Çак каларăш ялан манăн асăмра пулнă. Çавна май çамрăк чухне те, халĕ те ал ĕçĕ тăватăп: тĕрлетĕп, çыхатăп, - тет Анна аппа. - Çынсемпе урамра канса калаçса ларнă тапхăрта та пĕчĕк минтерсем çыхатăп.

Чăнах та, çитмĕл ултă çула пуснă хĕрарăмăн килне кĕрсен тĕлĕннипе куç чарăлать. Стенасем çинче хĕреслетсе тĕрленĕ тĕслĕрен тĕслĕ кавирсем, урайĕнчи кавир - "Виçĕ пăхаттир". Диван çинче, куçа илĕртсе, çыхнă пĕчĕк минтерсем, эрешсемпе чĕнтĕрсем. Иккен, Анна аппа республика шайĕнчи ал ăстисен фестиваль-конкурсĕсене хутшăнса пĕрре мар Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

- Пĕчченлĕх пуснине туймастăп, мĕншĕн тесен Турра шанатăп. Çавăнпа та эпĕ нихăçан та пĕччен мар. Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялне чиркĕве çỹретĕп, - терĕ Анна аппа хатĕр япаласемпе паллаштарнă май. - Кăмăл пусăрăнчăк вăхăтра алла çип çăмхи тытатăп.

Чăннипех те тарават та ырă кăмăллă Анна аппа. Пушă вăхăтпа пĕлсе усă курма хăнăхнăскер, ялан ал ĕçĕ тăвать, вĕсене вара, асăнмалăх тата ырă ĕç вырăнне пултăр тесе, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене, килен-каяна парнелет. Унсăр пуçне Анна аппа бисер шăрçасенчен турăшсем хатĕрлет, сăвăсем шăрçалама юратать, вăл йăх йывăçне те тунă. Хальхи вăхăтра Анна аппа аякри тăванĕсемпе кăсăкланать. "Йывăç та тымарсăр тытăнса тăраймасть, этем те хăйĕн çывăх çыннисемпе кăна çирĕп", - тет вăл.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика