29 августа 2017 г.
Августăн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче йĕркеленĕ черетлĕ ăмăрту - "Спортивное долголетие" спартакиада - пенсионерсене пĕр тытăма пуçтарчĕ. Аслă çулхисем хушшинчи кун пек ăмăртăва кăçалхипе пиллĕкмĕш хут ирттерчĕç. Унта палăрнисем республикăн пĕрлештернĕ командине кĕчĕç, унтан Раççейри ăмăртăва тухса кайĕç. Кăçал вăл Пенза хулинче иртмелле.
Спартакиада программине кĕртнĕ ăмăртусем хулари ача-пăчапа çамрăксен пĕрремĕш спорт шкулĕнче иртрĕç. Тивĕçлĕ канурисем хăйсен вăйне çăмăл атлетикăра, сĕтелçи теннис тата шахмат вăййисенче, хутăш эстафетăра виçрĕмĕр. Спартакиадăна пирĕн районти хастар спортсменсем - Василий Пундяков, Алексей Самаркин, Вениамин Белков, Алексей Волков, Вячеслав Скворцов, Галинăпа Анатолий Давыдовсем, Нина Галзанова, Галина Новикова - хутшăнчĕç. Çăмăл атлетикăра пирĕн команда виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Анатолий Давыдов, Вячеслав Скворцов 1500 метра, Галина Давыдова, Нина Галзанова 1000 метра хăвăрт чупса тухассипе палăрчĕç. Вĕсем яланах район чысне çỹллĕ шайра хỹтĕлеççĕ. Галина Новикова, Алексей Волков сĕтелçи теннис вăййинче тупăшрĕç. Василий Пундяков шахматла вылярĕ. Хутăш эстафетăра та вăй виçрĕмĕр. Пĕр сăмахпа каласассăн, пирĕн туслă команда пур тупăшăва та хутшăнчĕ, япăх мар кăтартусемпе эпир республика шайĕнче 7-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Асăннă спартакиадăна вара 21 команда хутшăннă. Пирĕншĕн çакă пысăк çитĕнỹ. Эпир хамăр çулсене пăхмасăрах спортпа туслă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе патăмăр.
Районти пенсионерсем хушшинче спорта юратакансем, пултаруллă спортсменсем сахал мар. Анчах те темшĕн вĕсем ăмăртусене хутшăнмаççĕ. Республика шайĕнчи ăмăртусенчен те чылайăшĕ пăрăнать. Манăн вара çапла калас килет: тупăшусене хутшăнмалла, спорт сывлăха, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, кун-çула вăрăмлатать.
Спартакиадăна кайса килме те çăмăл пулмарĕ. Укçа-тенкĕ, транспорт ыйтăвĕ чăрмав кăларса тăратать. Çак ыйтусене май килнĕ таран уçăмлатасчĕ. Спорт çине ытларах тимлĕх уйăрасчĕ.
В.ПУНДЯКОВ.
Источник: "Каçал Ен"