АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризмран сыхланас тĕллевпе

25 августа 2017 г.

Акă, çу кунĕсем те сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Ачасемпе вĕрентекенсемшĕн часах хĕрỹ тапхăр пуçланĕ. Ара, çĕнĕ вĕренỹ çулĕччен шутлă кунсем çеç юлчĕç-çке. Çавна май район администрацийĕн пысăк залĕнче терроризма хирĕç кĕрешекен, чрейзвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăх комиссийĕсен черетлĕ хутăш ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Краснов ертсе пычĕ.

- Терроризм - 21-мĕш ĕмĕр чирĕ. Этемлĕхе курайман тăшмана - террористсене - хирĕç кĕрешессине тĕрлĕ çĕршыв политикĕсем сỹтсе яваççĕ. Унта шартлатнă е тепĕр çĕрте сирпĕтнĕ тесе тăнă тапхăрта кашнине вĕсенчен мĕнле хăтăлмалла-ши текен ыйту канăç памасть. Çавна май влаç структурисем хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ, - терĕ вăл.

Черетлĕ ларăвăн кун йĕркинчи ыйтăвĕсем пĕлỹ тĕнчин алă-кĕсем уçăлнă тапхăрта уйрăмах актуаллă. Канашлура вĕренỹ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине те пăхса тухрĕç. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн пуçлăхĕ Надежда Петрова каланă тăрăх, районти пур вĕренỹ учрежденийĕ те ачасене йышăнма хатĕр.

- Пĕлỹ çурчĕсенче терроризма хирĕç йĕркелекен мероприятисемшĕн яваплă специалистсене палăртнă, объектсен хăрушсăрлăх паспорчĕсене хатĕрленĕ, - тăсрĕ вăл калаçăва.

Шкулсем пирки калас пулсан, вĕсем терроризма хирĕç кĕрешес ĕçре хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ: информаци стенчĕсем вырнаçтараççĕ, полицие йыхравламалли кнопкăсемпе видеокамерăсем лартаççĕ, объектсен территорийĕсене карта тытса çавăраççĕ...

Умра - паллă пулăм. Часах суйлав иртĕ. Политикăри паллă мероприяти умĕн сыхлăха темиçе хутчен те пысăклатма кирли каламасăрах паллă. Çавна май пухăннисем умĕнче муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн общество хăрушсăрлăхĕн пай начальникĕ Сергей Кокорев сăмах илчĕ.

Экстремизмпа терроризм - çывăх туссем. Вĕсем пĕр-пĕринчен аякра çỹремеççĕ. Çавна май ларăва хутшăннисем экстремизм ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăчĕç. Калаçу "Хăрушă авăра лекесрен хỹтĕленмелли мелсем" ятлă пулчĕ.

Çавăн пекех сăмах районти "Круиз", "Рыжий", "Отдых" кафесемпе "Весна" ресторан çинчен те пулчĕ. Вĕсене халăх нумай çỹрекен вырăн тесе пĕр саслăн йышăнчĕç.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика