АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс мар утăм пурнăçа хуçать

25 августа 2017 г.

Çул çитмен ачасем мĕлерех преступленисем тăваççĕ тата уншăн мĕнле явап тыттараççĕ? Вĕсене преступлени çулĕ çине тăрассинчен епле хỹтĕлемелле? Йăнăш çул çине тăнă çамрăксем пирки ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай инспекторĕпе Рева Жуковăпа калаçăпăр.

- Рева Николаевна, çул çитмен çамрăксем юлашки вăхăтра ытларах мĕнле преступлени тăваççĕ?

- 2017 çулхи пĕрремĕш квартала илес пулсассăн, çул çитмен çамрăксем 3 преступлени тунă. Икĕ тĕслĕхĕнче ачасем пĕр-пĕрне кỹрентернĕ. Виççĕмĕш тĕслĕхĕнче вĕсем автомашина вăрлама вăй çитернĕ. Çул çитменнисем ытларах чухне вăрланипе çакланаççĕ. Лавккасенчен вак-тĕвек япала илсе, кил-çуртран пĕр-пĕр япала çаклатса тухасси йăлана кĕнĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсем обществăлла вырăнта эрех ĕçнĕ, пирус туртнă тĕслĕхсене те пĕрре кăна мар шута илнĕ.

- Вăрланăшăн, пĕр-пĕринпе çапăçнăшăн вĕсене мĕнле айăплав кĕтет?

- Вăрланă япаласен хакĕ 2,5 пин тенкĕрен иртмен чухне административлă явап тыттараççĕ. Ушкăнпа тунă преступленишĕн вара яваплăх пысăкрах. Вĕсене çирĕпрех статьяпа айăплаççĕ. Çак яшсене çар училищисене вĕренме илмеççĕ. Чыла-йăшĕ пурнăçне хăйĕн аллипех хуçать. Çавăнпа та тĕрĕс мар çул çине тăрассинчен сыхланмалла.

16 çултан пуçласа административлă явап тыттарма пуçланине пурин те пĕлмелле. Çул çитменнисем хушшинче час-часах çакнашкал йĕркесене пăсни тĕл пулать: обществăлла вырăнсенче ỹсĕр пулни, пирус туртни, хулиганла вак ĕçсем туни, юраман вырăнта алкоголь шĕвекĕ ĕçни, пысăках мар пурлăха вăрлани, çын япалине юрăхсăра кăларни. Çавăн пекех руль умне правасăр ларнăшăн, çул-йĕр правилисене пăснăшăн административлă майпа айăпланă тĕслĕхсем пулкаланă. Çар тивĕçĕсенчен пăрăнакан, юриех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман яшсене те çакăн пек майпа явап тыттараççĕ.

Çул çитмен ачасем йĕркене пăснăшăн ашшĕ-амăшне те административлă майпа айăплаççĕ. Сăмахран, 16-ри хĕр е каччă эрех ĕçнĕшĕн вĕсенчен 1,5-2 пин тенкĕ шыраса илме пултараççĕ.

Административлă йĕркене пăснă çамрăка 3 сехетлĕхе тытса чарма ирĕк пур. Кун пирки çийĕнчех ачан саккунлă представительне пĕлтермелле. Çул çитменнисене аслисенчен уйрăм вырăна хупмалла.

- Çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвассине чакарас тĕлĕшпе мĕнлерех профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ?

- Профилактика мероприятийĕсен, тĕрлĕ рейдсен витĕмĕ çав тери пысăк. Шăпах профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче вĕсем пурăнакан вырăна çитетпĕр, ашшĕ-амăшĕпе, ачасемпе тĕл пулса калаçатпăр. Пирĕн тĕллев - çул çитмен çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси. Чăнах та, чылайăшĕ хăйсен йăнăшне вăхăтра ăнланать. Сăмахран, паянхи кун пирĕн патра 16 ача учетра тăрать. Пĕлтĕр вара 20-ĕн пулнă. Çак ачасем пурте хулиганла ĕçсем тунăшăн учета лекнĕ. Çавăн пекех йĕркесĕр 19 çемье те учетра. Асăннă çемьесенче çул çитмен 42 ача пурăнать. Шăпах çак ашшĕ-амăшĕпе, ачасемпе профилактика калаçăвĕсем йĕркелетпĕр, вырăна çитсе лару-тăрупа паллашатпăр. Кăçал пурĕ 210 профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ. Çав шутра - вăтам тата тĕп шкулсенчи тĕлпулусем, рейдсем, çул çитмен çамрăксем пухăнакан вырăнсене тĕрĕсленĕ. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси чи малтанах ашшĕ-амăшĕн пысăк тивĕçĕ. Çавăнпа та ачасене преступлени çулĕ çине тăрассинчен сыхласчĕ.

- Рева Николаевна, калаçушăн тавах.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика