АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

25 августа 2017 г.

Çуллахи шăрăх çанталăкра аслисем те, ачасем те юханшыв хĕррине васкаççĕ. Паллах, шыва кĕни этем организмĕшĕн усăллă. Анчах та нумай чухне çакă киленĕç çеç мар, асăрханусăр пулсан инкек кỹнине те чылайăшĕ манать. Кăçал çеç республикăра 27 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 3-шĕ - ачасем, 12-шне, телее, çăлма май килнĕ.

Ашшĕ-амăшĕ! Пепкесен пурнăçĕшĕн эпир, аслисем, яваплă. Ачасене шыв хĕррине хăйсене çеç ан ярăр! Вĕсене кỹлĕсемпе юханшывсем çывăхĕнче хăйсене епле тытмаллине, пĕлмен вырăнта шыва кĕме юраманнине те ăнлантарăр.

Шывра вара ачасем çеç мар, аслисем те путаççĕ. Çынсем путнă тĕслĕхсенче ишме пĕлменни тĕп сăлтав мар. Тĕрĕссипе, ишме пĕлмен çын шыва кĕмест, вăл пĕве айккинчен пăрăнса иртет. Официаллă статистикăра палăртакан тĕп сăлтавсенчен пĕри - шыва ỹсĕрле кĕни. Паллах, алкогольпе минренĕ çынна тем тума та вăй çитессĕн туйăнать. Анчах специалистсем çакă суя чăнлăх пулнине çирĕплетеççĕ. Эрех ĕçсен юн тымарĕсем сарăлаççĕ. Шыва кĕрсен вара вĕсем хăвăрт пĕрĕнеççĕ. Çавна май шăнăр туртса лартать. Алă-урана хускатма май çуккипе çын шывран хăй тĕллĕн çăлăнса тухаймасть.

Шыва кĕмелли йĕркене тепĕр хутчен пăхса тухни те вырăнлă пулĕ. Пĕлекен çĕрте, юракан вырăнта çеç шыва кĕмелле. Юн пусăмĕн, чĕре чирĕсемпе аптракан çыннăн та шывра юн тымарĕсем пĕрĕннипе чĕре ĕçĕ сасартăках пăсăлма пултарать.

Нихăçан та салтăннă хыççăнах чупса пырса шыва ан чăмăр. Малтан урасемпе çеç кĕрсе тăрса алăпа шыв ăсса кĕлеткене пĕчĕккĕн сăтăрмалла. Капла организм сивĕ шыва ерипен хăнăхса пырĕ, шăнăр туртас инкек те сахалланĕ. Шывра алхасма кирлĕ мар. Пĕрне-пĕри ураран туртса сĕтĕрни, утланса ларни, çурăмран, хулпуççирен шыва тĕртни инкек патне илсе пырать.

Витĕр курăнакан сывлăш тултарнă матрассем, ункăсем те çирĕп мар. Вĕсемпе тарăн çĕре кĕме юрамасть, ишме пĕлмесен - пушшех те.

Пĕлмен вырăнта шыва ан чăмăр - тĕрлĕрен ăпăр-тапăр, тунката пулма пултарать. Пĕчĕкрех юханшывсенче пăралук, кĕленче, шăвăç листи е ытти шыв юхăмĕпе хăвăрт куçать.

Ачасене хăйсем тĕллĕн шыва кĕме ан ярăр. Шыв тарăн мар пулсассăн та вĕтĕр-шакăра сăнасах тăмалла. Нумай вăхăт шăмпăлтатни те сиенлĕ.

Шăрăх чухне çын вăйлă тарлать, тарпа организмри тăвар тухать. Тăвара саплаштарма минераллă шыв ĕçни лайăх. Пăчă пулнине сивĕ пăрлă шыв ĕçсе лăплантарма ан тăрăшăр. Пăчăпа этем организмĕ вăйсăрланать. Хăвăртах карланкă, пыр чирĕсем, сунас лекме пултараççĕ. Пылак газировка, шĕвексем ăша кантармаççĕ, шыва вăйлăрах хăваласа организмри кирлĕ минералсене илсе каяççĕ.

Шăрăхра пуçа хỹтĕлемелле - шапка, панамка, çỹхе тутăр пулни хĕвел çапассинчен хăтарĕ. Хĕвел çинче ытлашши çỹреме кирлĕ мар, ỹте йĕпетни пăчăхнине ирттерме пулăшать.

Чи кирли, хисеплĕ вулакансем, яланах асăрхануллă пулни. Çавăнпа та тимлĕхе ан çухатăр.

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика