АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв пире пĕрлештерет

25 августа 2017 г.

Августăн 22-мĕшĕнче çĕршывăмăр хăйĕн наци уявĕсенчен пĕрне - РФ Патшалăх ялавĕн кунне - паллă турĕ. Çав кун районти тĕп библиотека ĕçченĕсем "Под славным стягом России" флешмоб йĕркелерĕç.

Уяв Раççей ялавне йăтса тухнинчен тата гимн юрланинчен пуçланчĕ. Нина Антонова специалист пухăннисене уяв историйĕпе, кашни тĕсĕн пĕлтерĕшĕпе, кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Малалла ачасем РФ Патшалăх ялавĕ çинчен тупмалли юмахсемпе каларăшсем пĕлнине çирĕплетрĕç, тĕрлĕрен вăйăсенче хăйсене палăртрĕç.

"Радуга" ача сачĕн музыканчĕ Ольга Буслаева ачасемпе "Я, ты, он, она" ташă-флешмоб йĕркелерĕ.

Библиотека ĕçченĕсем "Раççей ялавĕн историйĕ" информаци буклечĕсемпе памяткăсем, ялавсем валеçрĕç.

Мероприятире ачасем асфальт çинче виçĕ тĕслĕ ялав ỹкерсе хăйсен савăнăçне, хавхаланăвне кăтартрĕç. Сăн-пичĕсенче йăл-кулă вылярĕ, çитес вăхăтра вĕсем çĕршывшăн кирлĕ, мухтавлă та патвар çынсем пуласси сисĕнчĕ.

Раççей патшалăх символĕсем çĕршывăн мăнаçлăхне, унăн историне тата халăх паттăрлăхне çирĕплетеççĕ. Раççей ялавĕн уявĕ вара пире пĕрлештерет, вăй парать. Шăпах çакăн пек кунсенче кашни çын хăйне çĕршывăн пĕр пайĕ, тĕпренчĕкĕ тесе шутлама пуçлать.

Е. ХОРАСЬКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика