АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кино каçĕ" акци иртет

22 августа 2017 г.

Августăн 26-27-мĕшĕсенче Раççейре "Кино каçĕ" акци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ -халăха кино курма явăçтарасси. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие Раççей Федерацийĕн мĕнпур регионĕсем, çав шутра Чăваш Ен те, хутшăнаççĕ.

"Кино каçĕ" пирĕн республикăра массăллă акци пулмалла. Çынсем ятарлă вырăнсенче çеç мар, уçă площадкăсенче те кино курма пултараççĕ. Республикăри хуласемпе ялсенче кино курма 120 площадка ĕçлĕ.

Раççейри тата Чăваш Енри куракансем Кино фончĕ тăратнă "Снежная королева-3: Огонь и лед" анимаци лентине тата "Время первых", "28 панфиловцев" тата "Кухня: Последняя битва" хамăр çĕршывра ỹкернĕ фильмсене курĕç. Куракансем çак фильмсене сайтра сасăласа хăйсем суйласа илнĕ.

"Кино каçĕ" акцие савăнăçлă лару-тăрура августăн 26-мĕшĕнче каçхи 18 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра уçĕç.

Республикăра пурăнакансене Пĕтĕм Раççейри "Кино каçĕ" кăçалхипе иккĕмĕш хут иртекен акцие, уяв мероприятийĕсемпе киносеанссене курма, хутшăнма чĕнетпĕр.

Сăмах май, Комсомольскисем те кинона анлă экран çинче курĕç. Кино сеансĕ районти тĕп вулавăшра августăн 27-мĕшĕнче иртĕ. Акци "Фильм, фильм, фильм" ятлă кĕнеке выставкипе ирхи 8 сехетре уçăлĕ. Ачасем валли 13 сехет те 10 минутра "Снежная королева-3: Огонь и лед" мультфильм кăтартĕç. Каçхи кинона кăмăллакансене вара 19 сехет те 30 минутра кĕтĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика