АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă Шупашкар 548 çул тултарчĕ

22 августа 2017 г.

Чăваш Енĕн тĕп хули - Шупашкар - августăн 20-мĕшĕнче черетлĕ çуралнă кунне уявларĕ. Кăçал юратнă хуламăр 548 çул тултарнине паллă турăмăр. Уявпа çыхăннă тĕп мероприятисем вырсарникун çеç мар, шăматкун та иртнĕ. Хула кунне халалланă мероприятисем чылай пулнă: ача сачĕсем уçăлнă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, фестивальсем пулнă тата ытти те.

Раççей халăх пултарулăхĕн патшалăх çурчĕн, Раççейри халăхсен культура центрĕн, Раççей Культура министерствин пуçарăвĕпе тата Шупашкар хула администрацийĕпе ЧР Культура министерстви пулăшнипе Шупашкарта августăн 19-мĕшĕнче каçхине 18 сехетре Хĕрлĕ тỹремре "Раççей тĕрĕкĕсем" Пĕтĕм Раççейри фестиваль уçăлнă. Унта çĕршыври тĕрлĕ регионта пурăнакан тĕрĕк йăхташсен пултарулăх коллективĕсем килсе çитнĕ.

Вырсарникун вара тĕп хулари Чăваш тĕррин музейĕнче "Тĕрĕк халăхĕсен Раççейĕн нумай культура хутлăхĕнчи йăла-йĕрке культури" ятпа "çавра сĕтел" иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çыннисене уяв ячĕпе саламланă. Шупашкар çыннисене пултаруллă ĕçĕшĕн, тăван çĕре юратнăшăн тата ăна чунтан парăннăшăн тав тунă.

"Пултарулăх бульварĕ" арт-проект хула кунĕн хăйне евĕрлĕ визит карточки пулса тăнă.

Ку арт-проекта хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене паллаштарас тата мĕн те пулин çĕннине вĕренес текенсем валли йĕркелеççĕ. Кăçал акă Ленин проспекчĕпе Карл Маркс урамĕнче пĕр харăсах 70 ытла интерактивлă площадка ĕçленĕ. Вĕсенче кашни çынах хăйĕншĕн кăсăклине тупма пултарнă, пĕрисем чĕрĕ юрă-кĕвĕ итлесе киленнĕ, теприсем ташăсемпе театр курăнăвĕсене пăхса савăннă. Кăмăл пуррисем пĕрлех ташланă, юрланă.

Спортпа туслисем теннисла, футболла, баскетболла вылянă, скалодром çине хăпаракансем те пулнă. Ачасем тетте тума вĕрентекен ăсталăх класĕсене, конкурссене хутшăннă. Çамрăксен площадкинче те хаваслă пулнă. ЧПУ студенчĕсем "Студентсен çуркуннин" чи лайăх номерĕсене кăтартнă, КВН команди шỹтсемпе кăмăла çĕкленĕ.

Хула кунĕнче Шупашкарта универсаллă спорт лапамĕ уçăлни те чылайлăха асра юлĕ. Вăл Эгер бульварĕнчи 33-мĕш çурт патĕнче вырнаçнă.

Сăмах май, универсаллă спорт лапамĕсем Мускавра пур. Республикăн тĕп хулинче те малашне вĕсене уçасшăн. Шупашкарта вăл хальлĕхе Эгер бульварĕнче тата Йăлăмра пулĕ. Çулла унта футбол, хĕлле хоккей вылĕç. Лапама тума хула бюджетĕнчен 4 миллион тенкĕ уйăрнă.

Каçхине "Браво" ушкăнăн концерчĕ хула çыннисемпе унăн хăнисен кăмăлне тата та çĕкленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика