18 августа 2017 г.
Вăл пысăках мар, 50-75 см тăршшĕ. Ытларах хура, сăрă, сарă симĕс тата хĕрлĕ хăмăр тĕсли тĕл пулать.
Хура çĕлен сăхни хăрушă-и? Вăтам шайпа хакламалла. Сайра чухне - вилмеллех. Унăн витĕмĕ организм иммунитечĕн çирĕплĕхĕнчен, аллерги пуррипе çуккинчен килет. Анчах инкек тỹснĕ çын пурнăçа нумай вăхăтлăха яланхи пек тĕрĕс йĕркелеймест. Мĕн тумалла-ха сăхрĕ пулсан?
Чи малтанах сăхнă вырăна тавраран варринелле пусса наркăмăша ĕмсе илсе сурса пăрахмалла. Çăварта суран пулсан çапла тума юрамасть. Инкек тỹснин наркăмăш сарăласран хускалма тăрăшмалла мар. Шыв нумайрах ĕçмелле. "Антигадюка" сыворотка яма медицина учрежденине илсе каймалла. Анчах сăхнă вырăна çунтарма, касма, çыхса лартма, алкогольлĕ шĕвек ĕçме юрамасть.
Вăрманта е улах вырăнта пĕччен чухне больницăна çитме инçе, кĕсье телефонĕпе çыхăну çук тăк е вăл çумра пулмасан тата эсир ăçтине никам та пĕлмесен мĕн тумалла-ха? Наркăмăша ĕмсе илсе сурса пăрахмалла. 1-1,5 сехетрен вăхăтлăха куç курми пулма тата тăн çухалма пултарать. Хаклă вăхăта çухатиччен кама та пулин тĕл пулса пулăшу ыйтмалла. Чи кирли - вăрмана, хура çĕлен тĕл пулакан вырăна нихăçан та пĕччен ан кайăр тата кĕсье телефонне пĕрле илме ан манăр.
В.ВАЛЕНТИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"