18 августа 2017 г.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Чĕрчун тĕнчине тата çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсене упрас тата вĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен дирекцийĕ" хысна учрежденийĕн инспекторĕсем тата штатра тăракан сунар ĕçченĕсем шыв кайăкĕсене чĕпĕ кăларнă хыççăн çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 10-мĕшĕччен шута илнĕ.
Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан федераци пĕлтерĕшлĕ территорийĕсене шутламасăр республикăра шыв кайăкĕ мĕн пурĕ 29970 (пĕлтĕрхи çак тапхăртин 114,8 проценчĕ). Шутлавра кайăк кăвакал, шăркалчă, чăмкăç кăвакал, кĕреçе сăмса, кукша кăвакал тĕл пулнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе шыв кайăкне, ыттине те талăкра миçе тытма юранине çирĕплетнĕ. Çуллахи-кĕркуннехи тапхăрта пĕр сунарçă талăкра çакăн чухлĕ вĕçен кайăк тытма ирĕк илнĕ: кирек мĕнле шыв кайăкĕ те - 5, хур кайăкĕ - 2, кукша кăвакал - 5, улăх-шурлăхрине - 5, çеçен хиртипе уйрине - 5. Çавăн пекех - 2 ăсан, 3 пăчăр, 5 кăрăпчак.
Г.ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Каçал Ен"