АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлтĕрен те парăмран çăлайман

18 августа 2017 г.

Мĕн кăна пулса иртмест-ши пурнăçра?! 25 çулти хĕрарăма суд 30 сехет ĕçлеттерме йышăннă пулнă, анчах та çакскер административлă айăплава часрах татас та усаллине манас темен. Вăл суд приставĕсенчен тарса çỹреме пуçланă.

Пĕррехинче ĕçе кайнă чух суд приставĕсем айăпланнă хĕрарăма çул çинче асăрханă. Ун патне пырса ăна сăмах чĕнсен тата хăйсемпе паллаштарсан этем пуля пек айккине вĕçтернĕ. Суд приставĕсем те çухалса кайман - хыççăнах хăвалама пуçланă. Тахăш самантра хĕрарăм куçран йĕп пек çухалнă. Аякка кайман иккен, мĕскĕнскер - вĕлтĕрен ăшне çеç кĕрсе выртнă.

Палăртнă ĕçрен тарса çỹрекен хĕрарăм тĕлĕшпе суд приставĕсем йĕркене административлă майпа пăсни çинчен протокол çырнă. Комсомольски район сучĕ ăна 4 талăклăха хупма йышăннă.

В.ИВАНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика