18 августа 2017 г.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне республикăри 777 (90 процент) вĕренỹ учрежденийĕ ачасене йышăнма хатĕр.
Кăçал вĕсене юсаса çĕнетме бюджетран 531 млн тенкĕ уйăрнă. Укçан пысăк пайĕ 8 шкула тĕпрен çĕнетме кайнă.
Кăçал вĕренỹ организацийĕсене çĕнĕрен тума тата юсама 1 млрд та 3 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çурт-йĕре кăна мар, территорие йĕркене кĕртесси пирки те манмалла мар. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра парта хушшине пĕрремĕш хут 15483 ача лармалла. Шкул сукмакне пурĕ 134470 вĕренекен такăрлатĕ.
Источник: "Каçал Ен"