АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕр парни" ярмăркка

18 августа 2017 г.

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăри хуласенче "Кĕр парни" ярмăркка уçăлать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ертỹçисене фермерсенчен, хушма хуçалăхсенчен продукци туянса ăна хулара "канмалли кунсен" ярмăрккинче сутассине йĕркелеме ыйтнă. Çĕр ĕçченĕсен хăйсен хулана çитме, тавар сутма вăхăт çук. Çавăнпа çĕнĕлĕх вĕсемшĕн аван пулмалла. Палăртса хăвармалла, туянаканшăн та продукци кунта ытлашши хаклă пулмĕ. Михаил Игнатьев вĕренỹ, медицина тата ытти социаллă сфера валли ял хуçалăх продукцине туса илекенсенчен тỹрреммĕн тавар туянма сĕннĕ.

Аса илтерер, пĕлтĕр "Кĕр парни" ярмăрккара 1736 тонна ял хуçалăх продукцине 21,9 миллион тенкĕлĕх сутнă. Кăçал та çак кăтарту унран кая мар пуласса шанатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика