АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç виçĕ хут ытларах ырăпа таврăнать

15 августа 2017 г.

Вăрман хутлăхĕнче тĕлĕрсе выртакан çутă кỹлле караc, ылтăн карас, çăрттан, сазан тата ытти пулăсем хумхантараççĕ. Ярăнса ишсе ывăннăскерсем, хушăран шыв çийĕн ялт! та ялт! сиксе выляма тытăнаççĕ. Вĕсен канлĕхне илекенсем - кăвакалсемпе тăрнасем. Йывăçсен сулхăнĕнче тĕпленнĕ картун тĕлне хыр сыснисемпе пăшисем, тилĕсем, хир качакисем киле-киле тухаççĕ. Ун варринче вара, вăрман шăплăхне пăсса, вĕлле хурчĕсем сăрăлтатса вĕçсе çỹреççĕ, хăйсем пухнă нектартан сиплĕ пылне тума васкаççĕ. Сăмахăм Крестниково ялĕнче кун çути курнă Александр Грачевăн утарĕ çинчен пулĕ. Вăл Каçал тăрăхĕнчи вăрман варринче вырнаçнă. Пыл сăпасĕнче Александр Викторович кашни çулах кỹршĕ-арша тата тăванĕсене сиплĕ çимĕçпе сăйлать.

- Комсомольски ялĕнче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпỹри совхоз-техникумра професси пĕлĕвĕ илтĕм. 1977-1979 çулсенче - совет çарĕнче. Электромеханика пĕлĕвĕ илнĕскере "Россия" колхоза практикăна ячĕç. Малтанах пурнăçăма çар ĕçĕпе çыхăнтарас ĕмĕтĕм те пурччĕ, анчах та чун тăван тăрăха туртни çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Яла килсен колхозра тар тăкма пуçларăм, - паллаштарчĕ пурнăçĕн çул-йĕрĕпе Александр Викторович.

Пултаруллă яша часах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплекса ертсе пыма шанаççĕ. Пушă вăхăт сахаллине пăхмасăрах арçын хурт-хăмăрпа кăсăкланма пуçлать. Часах çĕршывра самана улшăнать, çавна май пурнăçа та çĕнĕлĕхсем кĕрсех пыраççĕ. Ĕлкĕрсе пыракан хуçалăхсем юхăнни Александр Викторовичăн чĕрине самаях ыраттарнă. Малтан та хурт-хăмăра, çутçанталăка юратаканскер, колхоз утарне хута яма шут тытать. Шутланă - тунă.

- Пыл хурчĕсен вăтам вырăс, карпат тата приокски тĕсĕсене ĕрчететĕп. Хурт çемйи пирки калас пулсан, вĕсем манăн çителĕклех, - паллаштарчĕ ăста хăйĕн утарĕпе. - "Пчеловодство" журнал çырăнса илетĕп, утарçăсен семинарĕсене хутшăнса çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăратăп.

Сăмах май каласан, Александр Грачев август уйăхĕн пуçламăшĕнче иртнĕ хурт-хăмăрçăсен семинар-канашлăвне те хутшăннă.

- Чылай çул хурт-хăмăрпа аппаланнă май çакна калама пултаратăп: пирĕн чăваш тăрăхне ылтăн хуртсен вăтам вырăс ăрачĕ кăмăллать. Паллах, ку ăрат, ыттисемпе танлаштарсан, сахалтарах чирлет, хĕл те лайăх каçать, анчах та çынна тапăнма пăхать. Карпат ăрачĕ ку тĕлĕшрен вара - чи аванни. Вăл тăнăç шутланать, çынна тапăнса йăлăхтармасть, пылне те нумай парать. Шел, хĕл начар каçать. Приокски ăрачĕ вăтам усал йăх, вăл вăтам вырăс ăрачĕ майлăрах, - ăнлантарчĕ утарçă.

Александр Викторович утарта пĕчченех тăрмашать. Пыл юхтарнă чухне вара мăшăрĕ, Гульфия Фаруковна, юнашар.

- Пыл хурчĕсемпе ĕçлени кăмăла уçать. Утарăм вăрман варринче вырнаçнă май çутçанталăкпа та чунтанах киленетĕп. Кỹлĕри пулăсемпе кăвакалсене апатлантаратăп. Вĕсем хама хăнăхса çитрĕç пулас, ют çынсенчен шикленеççĕ, - терĕ вăл.

Кăçалхи çумăрлă çу вĕлле хурчĕсемшĕн хăйне майлă сăнав пулчĕ. Ара, пĕр вĕçĕмсĕр çăвакан сивĕ çумăр чечек сĕткенне çеçкесем çинчен çăва-çăва антарать-çке. Чечекĕсем пирки калас пулсан, вĕсем вара сĕткене 25-30 градус ăшăра çеç кăлараççĕ. Çавна май хурт-хăмăр ăстин ылтăн хуртсене сахăр шерпечĕпе тăрантарма тивнĕ.

- Хурт-хăмăр ăнни çын телейлине палăртакан пулăм теççĕ. Эпĕ те хама телейлисен йышне кĕртетĕп. Мăшăрăмпа 35 çул ытла килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнатпăр. Манăн ĕçе тăсакансем - Виктор ывăлăмпа Лиля хĕрĕм пур, - савăнăçне пытармарĕ Александр Викторович.

Мăшăрĕпе ачисем пыл юхтарнă чухне, хуртсене хĕл каçма кĕртме тата çуркунне кăларма пулăшаççĕ. Паллах, мăнукĕсем те аслисемпе юнашарах.

"Тавралăх хитре пулни кăмăла уçать, çутçанталăкшăн тăрăшсан вăл та пире сывлăх парнелет. Ырă ĕç туни виç хут ырăпа таврăнать", - терĕ вăл сывпуллашнă май.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика