15 августа 2017 г.
"Кĕтне" ФСК стадионне иртнĕ шăматкун физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем пуçтарăнчĕç.
Кĕçĕн çулхи ачасене те, шурсухалсене те курма пулчĕ çав кун унта. Вунă сехетре харăсах темиçе лаптăкра ăмăртусем пуçланчĕç: пляж волейболĕпе, винтовкăран перессипе, чушкăлла, мини-футболла выляссипе, тăршшĕне сикессипе. Физкультурниксен кунĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков тата "Кĕтне" ФСК директорĕ Владимир Николаев пухăннисене саламларĕç. Спортра тунă çитĕнỹсемшĕн чи маттуррисене, хастаррисене Хисеп грамотисемпе дипломсем, ФСК-на çỹремелли тỹлевсĕр сертификатсем парнелерĕç.
VIP-чупу иртнĕ хыççăн тĕрлĕ дистанцисене чупассипе ăмăртусем пуçланчĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри арçынсем, хĕрарăмсем, яшсемпе хĕрсем 60, 100, 400 тата 800 метрлă дистанцисенче тупăшрĕç. Амăшĕсемпе шкул çулне çитмен ачисем те старта тăчĕç. Кунта Чаплыгинсен, Волковсен тата Валерьяновсен çемйисем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. Организацисемпе предприятисен командисем вара эстафетăра вăй виçрĕç. Ку ушкăнра çĕнтерỹçĕсем Федераллă налук службин 2-мĕш инспекцийĕнче ĕçлекенсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн сотрудни-кĕсем, виççĕмĕшĕнче - "Кĕтне" ФСК команди. Асăннă тупăшурах ял тăрăхĕсем хушшинче Шурутсем пĕрремĕш вырăна тухса кубок хуçисем пулса тăчĕç, Хырхĕррисем финиша иккĕмĕш çитрĕç.
Пляж волейболĕн вăййи хăй тавра куракансене йышлă пухрĕ. Хĕрсенчен Ольга Трескинапа Арина Яковлева (Шурут) чи ăстисем пулчĕç. Артем Филипповпа Константин Кондратьев (Комсомольски) яшсем хушшинче никама та хăйсенчен выляса илме памарĕç.
Хоккей коробкинче чушкă вăййине кăмăллакансем вăй виçрĕç. Кунта Геннадий Абукин пĕрремĕш вырăнта пулчĕ, иккĕмĕш вырăнта - Владимир Калашников, виççĕмĕшĕ - Анатолий Филиппов. Хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Надежда Петровăпа Елена Зайкова пайларĕç, Светлана Ульдина виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Мини-футбол вăййинче вара çакăн пек пĕтĕмлетỹсем: "Кубня" команда - пĕрремĕш, Комсомольскинчи газ участокĕн хастарĕсем иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче - "Тимерчеево" ушкăн каччисем. Çамрăксен вăййисене сăнанă май вĕсем хушшинче спорта юратакансем йышлă пулни чунтан савăнтарчĕ. Чылайăшĕ шкул саккинченех пуçлать те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма, кайран ĕмĕр тăршшĕпех сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, ачисене те çавнах хăнăхтарать.
Иртнĕ шăматкун, Сывлăх кунĕ пулнă май, "Кĕтне" спорткомплексра пĕтĕм зала районта пурăнакансем тỹлевсĕрех кĕчĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"