АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта

15 августа 2017 г.

Çанталăк уяртнă май уй-хир хăватлă техника шавĕпе тулчĕ, вырма вăй илсех пырать. Çĕр ĕçченĕсем ĕлкĕрнĕ тыр-пула пуçтарса пỹлмене кĕртес, тасатса тирпейлес тесе чунтан тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра районти "сарă тинĕс" уйне çак тĕллевпе 25 хир карапĕ тухнă.

Августăн 15-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 985 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, пỹлмене 2425 тонна "сарă ылтăн" кĕртнĕ. 875 гектар çинчине вара вырса çапнă. Гектарти вăтам тухăç 27,7 центнерпа танлашать. Тырпул пуçтарса кĕртнипе пĕрлех хуçалăхсенче ытти ĕçсем те пурнăçланаççĕ. Умра - кĕраки. Çĕр хатĕрлемелле. Çак ĕçе 2147 гектар çинче пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Вырмара чи аван ĕлкĕрсе пыракан хуçалăхсене те палăртар. Вĕсем - "Дружба", "Восток", "Труд", "Асаново", "Алга" ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе "Слава картофелю" агрофирма. Хайртдиновпа Минатуллин фермер хуçалăхĕсем те - малтисен йышĕнче.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика