АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсем ачасене йышăнма хатĕр-и?

11 августа 2017 г.

Урамра август уйăхĕ хуçаланать. Сисĕнмесĕрех сентябрь те килсе çитĕ, çавна май çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланĕ. 2017-2018 вĕренỹ çулне районти шкулсемпе ача сачĕсем мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме ятарлă комисси çула тухнă. Пурне те тĕплĕн тĕрĕслекен комисси, унта 10 çын кĕрет - Роспотребнадзор, МЧС, полици, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн тата ятарлă программăсен уйрăмĕн специалисчĕсем - кашни пункт тĕлне паллăсем лартнă.

Хальхи вăхăтра шкулсенче пурнăçланакан ĕçсемпе район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова паллаштарчĕ.

- Пирĕн тĕп тĕллев - çĕнĕ вĕренỹ çулне тивĕçлипе кĕтсе илесси. Çавна май хальхи вăхăтра шкулсемпе ача сачĕсенче тирпей-илем кĕртес ĕçсем пурнăçланаççĕ. Вĕренỹ класĕсемпе коридорсене юсаççĕ. Чылай вĕренỹ учрежденийĕ палăртнă ĕçсене вĕçленĕ тесен те юрать: сăрланă, пристройсем тунă, учебниксем туяннă.

Районти кашни вĕренỹ учрежденийĕ хăйĕн çуртне хăтлă, çав вăхăтрах пĕтĕм йĕркене пăхăнса тума тăрăшать. Шкулсене пушар, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ, терроризма хирĕç кĕрешес тĕлĕшĕнчен тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Унсăр пуçне комисси членĕсем пỹлĕмсем тата сĕтел-пукан мĕнле пулнине пăхаççĕ. Палăртмалла, çак хатĕрсем ача-пăчана суранлатмалла мар. Çав вăхăтрах вĕренỹ хатĕрĕсен, апат пĕçермелли блоксен çителĕклĕхĕ те тĕпре. Вĕренỹ заведенийĕсенчи ĕç хăрушсăрлăхне тата ĕç вырăнĕсен аттестацине уйрăммăн тĕрĕслеççĕ.

Çитĕнекен ăрăва вĕренме санитарипе гигиена условийĕсем туса парас тĕллевпе кăçал вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Чĕчкенпе Хырхĕрри тата Нĕркеçпе Комсомольски 2-мĕш шкулĕсем валли республика бюджетĕнчен 6,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне юсав ĕçĕсене ирттерме район хыснинчен 1 миллион тенкĕ ытларах куçарнă.

- Çак нухратпа Хырхĕрри тĕп шкулĕнче санитари-техника пỹлĕмĕ тума пуçланă: никĕсне янă, стенисене хăпартнă, тăррине витме тытăннă. Каярах шалти ĕçсене пуçăнасшăн. Çапла вара вĕренекенсем малашне урамрине мар, хутса ăшăтакан туалета çỹрĕç. Хырай Ĕнел, Нĕркеç вăтам шкулĕсенче çакнашкал пỹлĕмсене туса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Чĕчкен ялĕнчи тĕп шкулта вара вĕренỹ çурчĕн çивиттине улăштарнă. Килес 2018 çулта Урмаел вăтам шкулĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттересшĕн. Çак ĕçе пĕтĕмпех вăхăтра пурнăçлама 20 миллиона тенке яхăн кирлĕ, - вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова. - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулăн спортзалне тĕпрен юсаса пĕтернĕ. Асăннă ĕçсене вăхăтра, туллин пурнăçлама пурĕ 973043 тенкĕ кайрĕ.

Надежда Александровна пĕлтернĕ тăрăх, тĕрĕслеве тăратнă 24 объектран пĕрне йышăнман. Сăлтавĕ - пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерсе çитерейменни. Асăрхаттарусене пĕтерме августăн 15-мĕшĕччен вăхăт панă.

А.НИКОЛАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика