АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем илĕртет, ĕç пахине пĕлтерет

11 августа 2017 г.

Строитель профессийĕ хăйĕн пĕлтерĕшне нихăçан та çухатмĕ, мĕншĕн тесен вăл кирек хăш вăхăтра та чи кирлисенчен пĕри пулса юлать. Акă, тĕслĕхрен, паянхи кунах илер. Хуласемпе поселоксенче нумай хутлă çуртсем, пысăк лавккасемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайсах тăраççĕ, çав вăхăтрах ял-саласенче те çуртсем çĕкленеççĕ. Строительсен тăрăшăвĕпе ял-сала, поселоксемпе хуласен сăн-сăпачĕ капăрланать, çĕнелет...

Çак илеме Комсомольски районĕнче те курма-туйма пулать. Акă, халь, пăх та кур: çине-çинех темиçе хутлă çуртсем куçа илĕртсе лараççĕ. Нумай хутлă çуртсене хăпартакансенчен пĕри - "Комсомольская" МСО. Строительсем "ỹстерсе" çитĕнтернĕ Антонов микрорайонĕнчи 18-мĕш çуртри чылай хваттер хуçисене тупма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

МСОра кирпĕч хуракансен - Александр Калашниковăн, Александр Школьниковăн, Александр Григорьевăн, Нурислам Минихановăн, Александр Дмитриевăн, Юрий Жуковăн, Артемий Ремпелĕн - тата 6 штукатур-малярăн - Люция Антонован, Тамара Яковлеван, Рания Миниханован, Минсафире Галимзянован, Гузель Гафурован тата Вера Акчуринан - ĕçĕсем те курăмлă.

- Ирхине 8 сехет тĕлне килетпĕр те ĕç вырăнне хатĕрлеме пуçлатпăр. Раствор илсе çитериччен стенасемпе урайне хырса тасататпăр, кайран çеç штукатурка ĕçĕсене пурнăçлатпăр. Подъездсемпе фасадсене тирпей-илем кĕртесси, сăрласа хитрелетесси те пирĕн тивĕç. Ĕмĕрĕпе строительство сферинче тăрăшнă май, кирлех пулсан, кирпĕч хума та пултаратпăр, - шỹтлеççĕ хĕрсем йăл кулнă май. Акă, тĕслĕхрен, Люция Антоновăна илер. Пултаруллă ĕçчен строительство организаци-йĕнче 43 çул тăрăшать.

- Малтанах, Совет Союзĕ вăхăтĕнче, пире, организаци ĕçченĕсене, районти ялсем тăрăх та юсав ĕçĕсем ирттерме кăларса яратчĕç. Халĕ те пушă лармастпăр: район сăн-сăпатне ырă енне улăштарма тата ăна капăрланма пулăшакан пысăк та капмар çуртсене хута ярсах тăратпăр. Тĕслĕхрен, перекет банкĕ, тĕп больница, 2-мĕш вăтам шкул. Çавăн евĕр тата ытти çуртсене те пирĕн организаци ĕçченĕсемех хăпартаççĕ, - терĕ вăл. Хĕрарăмсем хăйсен коллективĕ туслă иккенне те каларĕç. Ара, ĕçченĕсем туслă пулмасан ĕçĕ епле ăнтăр-ха вăл?!

- Алла урăх професси илесси пирки пуçра та пулман, вĕренсе пĕтернĕренпе стройкăра. Ĕç çăмăл мар пулин те, килĕшет. Стенасем илемленсе сăн илнĕçем чун савăнать, çавна май тата та ытларах ĕçлес те ĕçлес килет, - хăйсен ĕç-хĕлĕпе киленнине пытармарĕç чиперуксем.

Ранияпа Нурислам Минихановсенех илер. Иккĕшĕ те опытлă, хастар строительсем. Мăшăр Комсомольскинчи МСОра нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшать, вĕсен стройкăри ĕç стажĕ 40 çула яхăн. Штукатур-малярпа кирпĕч хуракансен ĕçĕ тупăшлă пулнине те вĕсем пытармаççĕ. Асăннă организацине вырнаçиччен хĕрарăм фермăра ĕне сунă, арçын вара водительте ĕçленĕ.

- Малтанах, паллах, кăшт йывăртарахчĕ. Халĕ ĕçе хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Паллакансемпе тăвансене те яланах пулăшатпăр. Вĕсем пире тав сăмахĕ калаççĕ, - терĕ уçă кăмăллă Рания аппа.

Хĕрарăмсем хăйсен ĕçĕ пирки каласа панă май, ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарма та манмарĕç. Акă, киркапа пĕчĕк мăлатук. Вĕсем юнашарах вырăн тупнă, тикĕслеме усă куракан мастерокĕ те кунтах. Строительсем шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа, саккунпа йышăннă нормăсене пăхăнса пурнăçлаççĕ, хăйсен тивĕçне пĕлсе тата вăхăтра туса пыраççĕ.

- Часах Кабалин урамне ĕçлеме куçăпăр. Унта 18 хваттерлĕ çĕнĕ çурт тума пуçлăпăр, - терĕç мана вĕсем сывпуллашнă май.

Мĕнпур строительсене професси уявĕпе саламлатпăр. Вĕсем тăвакан илем хăй патне кашнинех илĕртсе тăтăр.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика