АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Велосипед: усси тата сиенĕ

08 августа 2017 г.

Велосипед спортне кăмăллакансем кунран-кун нумайланса пыраççĕ. Сăмахран, Голланди тата Китай çĕршывĕсенче вăл тĕп транспорт хатĕрĕ шутланать. Велосипед ỹт-пĕве йĕркере тытса тăрать çеç мар, вăхăта усăллă тата хаваслă ирттерме те май парать. Тен, чи çывăх вăхăтра вăл Раççейре те анлă сарăлнă транспорт хатĕрĕ пулса тăрĕ. Икĕ кустăрмаллă урхамахпа ярăнни чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетет. Педальсене тапса пынă чухне чĕре васкарах ĕçлеме тытăнать, тымарсем тăрăх вара юн хăвăртрах чупать. Çакă, паллах, чĕре мышцине çирĕплетет, тромб йĕркеленес хăрушлăха пĕтерет, холестерина чакарать. Велосипедпа ярăнни юн тымарĕсене варикозла майпа сарăлма та памасть, ỹпкесен калăпăшне ỹстерет, организмри кашни клеткăна кислородпа ытларах тивĕçтерет. Çакă вара ăш-чике лайăхрах ĕçлеме, сиенлĕ япаласене хăвăртрах кăларма май парать.

Велосипедпа кулленех ярăнни пире чăтăмлăрах тăвать, иммунитета çирĕплетет, ыйхă вĕçнинчен хăтарать. Унсăр пуçне куç мышцисене те вăйлатма май парать.

Икĕ кустăрмаллă тус çинче ларса пыракан вĕçрен инçете пăхнăран, суккăрлăх аталанаймасть. Паллă ĕнтĕ, велосипедçăсен ỹт-пĕвĕнчи кашни мышца йĕркере. Ура, хулпуççипе алă, кăкăрпа хырăм, çурăм мышцисем ĕçлесех тăнăран, вĕсем çирĕпленсех пыраççĕ. Унсăр пуçне самăр çынсем йывăр диетăсемсĕрех начарланма пултараççĕ. Тĕнчере кирлинчен ытларах таякансем нумайлансах пынăран, паянхи куншăн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Икĕ кустăрмаллă урхамахăн лайăх енĕ пайтах, апла пулин те хăрушлăхĕ те сахал мар. Велосипед çинчен ỹксен суранланасси те тем мар. Енчен те çын тỹрех инçе çула парăнтарас тесен мышцăсем туртăнни те, шăмă сыпписем аманни те пулать. Çавăнпа та тимлĕ пулмалла. Нагрузкăна майĕпен ỹстермелле, çул-йĕр тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла.

Çурăм шăмми хушшинчи пỹсĕрпе (грыжа), шăм-шак, чĕре, юн тымарĕсен, шăмă сыпписен чирĕсемпе, аритмипе аптăракансен велосипед çине лариччен пин хут шутламалла. Чи малтан тухтăрсемпе канашламалла.

Велосипедпа ярăннă чухне темиçе йĕркене пăхăнни сывлăха упраса хăварма пулăшатех:

- хускалма чăрмантаракан тумтир тăхăнмалла мар. Кĕске, ура çумне лайăх çыпăçакан шорты, футболка, çирĕп тĕплĕ атă-пушмак, пир-авăртан çĕленĕ нуски тăхăнмалла. Пуçа шлемпа хỹтĕлемелле, хура куçлăхпа усă курмалла;

- апат çинĕ хыççăнах велосипед çине лармалла мар. Пĕрле шыв илмелле;

- çула тухиччен шăмă сыпписене тĕрлĕ хăнăхтару туса çемçетмелле;

- тĕттĕмре çутатакан япаласем тăхăнни те инкек-синкекрен упранма пулăшать;

- ỹт-пỹ хитре, йĕркеллĕ пултăр тесен, велосипед çине эрнере пĕр хутчен те пулин ларни аван. Çулĕ вăрăм пулсан, ларкăч çинчен тăрса илмелле, çакă юн çаврăнăшне йĕркене кĕртме май парать;

- руль умне ỹсĕрле е хĕрĕнкĕлле ларма юрамасть.

Çула тухас умĕн велосипед юсавлăхне тĕрĕслемелле. Яланах çул-йĕр правилисене пăхăнмалла. Руль умне тĕтреллĕ е вăйлă çумăр вăхăтĕнче лармалла мар. Велосипедпа ярăннă чухне наушниксем тăхăнни тимлĕхе чакарать, инкек-синкек патне çитерме пултарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика