АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поселок уявĕ кĕр! кĕрлерĕ

08 августа 2017 г.

Комсомольскинчи Çурçĕр поселокне никĕсленĕренпе августăн 5-мĕшĕнче 70 çул çитрĕ. Çавна май кунта пурăнакансем, çак поселокра çуралса ỹссе урăх çĕрте тĕпленнисем тата хăнасем уява пухăнчĕç. Тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем, концерт та, çăвакан çумăра пăхмасăрах, кăсăклă пулчĕç.

Палăртнă вăхăт çитсен сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Краснов, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков тата ыттисем те хăпарчĕç. Вĕсем пухăннисене уявпа саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç, тивĕçлисене наградăсемпе чысларĕç.

Уява Тутарстан Республикинчи Пасарлă Терпит ялĕнчен "Тенкелер" тата "Гылбулар" ансамбльсем килсе çитни уйрăмах савăнтарчĕ. Ара, юнашар регионри халăхпа туслă пурăннине мĕн çиттĕр?! Крешен халăх пултарулăх ушкăнĕ хатĕрленĕ юрă-ташă уява татах та илемлетрĕ. Çак кун сцена çинче тутар, крешен, чăваш, вырăс халăх юрри-ташшине кăмăл туличчен итлесе, курса киленме май пулчĕ. Крешен халăх купăсçи Геннадий Султанов калакан кĕвĕсемпе хăнасем ура хуçсах ташларĕç. Çурçĕр поселокĕнчи Виктория Степанова вара пухăннисене аэробика номерĕ кăтартрĕ. Юбилей программи спорт вăййисемпе те пуян пулчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе, кире пуканĕ çĕклесе мала тухнисене Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

Историе аса илес пулсассăн, çынсем Çурçĕр поселокĕнче вăрçă хыççăнхи çулсенче пурăнма пуçланă. Малтанах кунта электричество та пулман, çавна май Никитинсен, Филипповсен, Красновсен çемйисен краççын ламписемпе усă курма тивнĕ. Вырăс каланккипе керосинкăсем, примуссем çинче апат хатĕрленĕ. Уяр каçсенче çамрăксем купăс каласа, ташласа савăннă. 1947 çулта кунта "Райтоп" çуртне хута яраççĕ. Çурçĕр поселокĕн территорийĕнче тимĕрçĕ тата столяр цехĕсем ĕçленĕ. Кунта пĕрремĕш телефон 1961 çулта кĕртеççĕ, радио - 1962 çулта. Çапла вара поселок çулран-çул ỹссе аталанса пынă. Паянхи кун тĕлне Çурçĕр поселокĕнче пурĕ 101 хуçалăх шутланать. Унсăр пуçне кунта районăн тĕп больници, лесничество, предприятисемпе организацисем те сахал мар вырнаçнă.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика