08 августа 2017 г.
Раççейре Физкультурниксен кунне августăн иккĕмĕш шăматкунĕнче ирттереççĕ. Пирĕн районта та çак уява хисеплеççĕ. Çавна май кăçал та августăн 12-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплекс стадионне спорта юратакансене йыхравлатпăр.
Сывă пурнăç йăлине кăмăллакан, сывлăхлă пулассишĕн тăрăшакан ватти-вĕттине, кашнинех, спорт уявне кĕтетпĕр. Мероприяти ирхи 10 сехетре пуçланать. Физкультурник кунĕн программи питĕ анлă. Çăмăл атлетикăна кăмăллакансем 60 тата 400 метрлă дистанцисене чупса, тăршшĕне сиксе ăмăртĕç. Унсăр пуçне арçынсемпе хĕрарăмсен командисем уйрăмшарăн пляж волейболĕ выляса ăмăртĕç. Яланхи пекех, кун йĕркинче мини-футбол вăййи те пур. Районти организацисемпе предприятисен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вара винтовкăран персе тупăшĕç.
Районта пурăнакансем, сире пурсăра та спорт уявне йыхравлатпăр. Килĕр, хутшăнăр, спортсменсене хавхалантарăр!
Ю.БОРОВКОВ.
Источник: "Каçал Ен"