08 августа 2017 г.
Федераллă çăмăллăхçăсен шутне радиаци лекнисем, инвалидсем, вăрçă ветеранĕсем тата вĕсемпе танлаштарнисем кĕреççĕ. Çав категорири çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тỹленĕ укçана уйăхсерен саплаштараççĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш çурçул пĕтĕмлетĕвĕпе, асăннă компенсацие тỹлеме республика бюджетĕнчен пурĕ 161,4 млн тенкĕ расхутланă. Коммуналлă пулăшусемшĕн паракан компенсацие 93573 федераллă çăмăллăхçă илнĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта - 93470-ĕн.
Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева палăртнă тăрăх, Çурт-йĕр кодексне тата Раççей Федерацийĕн федераллă льготниксене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă саккунĕсене кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшỹллĕн, 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре, ытти регионсенчи пекех, социаллă пулăшу майĕсен форми улшăннă.
"Енчен те маларах граждансене уйăхсерен коммуналлă пулăшусемшĕн çирĕплетнĕ сумма панă пулсан, халь чăннипе счет мĕн чухлĕ тăратнине тата тỹленине кура саплаштараççĕ", - палăртнă Лариса Арсентьева.
Саккунсене кĕртнĕ улшăнусем пулăшăва адреслă тума май панăран федераллă бюджетран килекен укçа-тенкĕ калăпăшĕ 253,1 млн тенкĕлĕх чакать. Çăмăллăх илекенсен йышĕ вара çав шайрах юлать-мĕн.
Комсомольски районĕнче вара федераллă çăмăллăх илекен 3025 çын пурăнать. Вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тỹленĕ тăкака саплаштарма республика хыснинчен 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3755,9 пин тенкĕ тăкакланă.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"