АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистрацилесси вĕçленчĕ

08 августа 2017 г.

Районти территориллĕ суйлав комиссийĕ Пĕрлехи суйлав кунĕ валли кандидатсенчен заявленисем йышăнассине тата регистрацилессине вĕçлерĕ.

Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 10-мĕшĕнче икĕ ял тăрăхĕнче вырăнти депутатсене суйлĕç. Эпир вулакансене халăх тарçи пулас кăмăллисене регистрацилесси епле пынипе паллаштарсах тăтăмăр. Августăн 4-мĕшĕнче вара Раççей Либераллă-демократиллĕ партийĕн районти уйрăмĕ сĕннĕ кандидатсене удостоверени патăмăр. Александровка 11-мĕш пĕр мандатлă округпа тăратнă кандидат - Сергей Николаевич Алексеев. Вăл 1979 çулта çуралнă, вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, кил хуçи, Комсомольски ялĕнче пурăнать.

Нина Георгиевна Совина вара Кайнлăк 7-мĕш пĕр мандатлă суйлав округĕпе кандидат пулса тăчĕ. Вăл 1968 çулхи, аслă пĕлỹллĕ, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ, Комсомольски ялĕнче пурăнать.

Пĕтĕмĕшле вара икĕ округпа тăватшар кандидата регистрациленĕ. "Единая Россия", КПРФ, ЛДПР тата "СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ" партисен районти уйрăмĕсем сĕннĕ кандидатсем сентябрĕн 10-мĕшĕнче ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем пулассишĕн кĕрешĕве тухĕç.

Н.РОЗОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика