08 августа 2017 г.
Августăн 1-6-мĕшĕсенче Шупашкарти велоспорт-маунтинбайк аталанăвĕн центрĕнче Чăваш Енре пĕрремĕш хут Раççейри йывăр атлетика чемпионачĕ иртнĕ.
Чемпионата пĕтĕмлетсе Раççейри Йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Максим Агапитов ăмăртусене çỹллĕ шайра йĕркеленине палăртнă, хăнасене ăшшăн йышăннăшăн тав тунă.
"Шупашкар хули пирĕншĕн питĕ çывăхланчĕ. Кунта йывăр атлетикăпа пĕрремĕш хут мар ăмăртусем иртеççĕ. Çапах та Раççей шайĕнчи чемпионат Чăваш Еншĕн дебют пулчĕ. Шупашкар пĕрмаях лайăх енне улшăнса пырать, вăл чи таса, ешĕл хуласенчен пĕри.
Чăваш Енре йышăннă ăмăртусем пурте тивĕçлĕ шайра. Йĕркеленине илес пулсан, вăл Европа шайĕнче. Чи лайăх оборудованипе тивĕçтернĕ. Çакă профессионаллăх çинчен калать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕпе те тĕл пултăмăр. Регионра йывăр атлетикăна аталантарасси пирки калаçу пулчĕ. Йывăр атлетика залне декабрьте туса пĕтерме палăртнă хыпар пире уйрăмах савăнтарчĕ. Республика ертỹçи ăна кирлĕ инвентарьпе тивĕçтерме сăмах пачĕ, апла тăк унта тепĕр çулах спортсменсене хатĕрлеме пуçлĕç", - пĕтĕмлетнĕ Максим Агапитов.
Источник: "Каçал Ен"