04 августа 2017 г.
Çуллахи вăхăтра уйрăмах вар-хырăм чирĕсемпе чирлесси ỹсет.
Дизентери, сальмонеллез чирĕсем ан çакланччăр тесен чи малтанах кашни çыннăн тухтăрсен сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнмалла. Сĕт продукчĕсене лавккара кăна туянма тăрăшмалла. Пĕрре пăхсах апат-çимĕç килĕшмерĕ пулсан - ăна çимелле мар. Ăна туяннă чухне тимлĕ пулмалла, срокран тухнă апат-çимĕçе туянмалла мар. Хăвăрт пăсăлакан çимĕçсене упрама юрамасть, хĕвел çинче выртнă майонеза та ан туянăр. Столовăйне е кафене кĕрсен темиçе кун каялла хатĕрленĕ салатсене ан çийĕр. Апат пĕçерес е çиес умĕн алăсене яланах супăньпе çумаллине те манса ан кайăр. Халĕ шăпах улма-çырла пиçсе çитнĕ вăхăт. Пахча çимĕçе, улма-çырлана, ешĕл çимĕçсене яланах шывпа çумалла.
Енчен те варвитти аптăратать, ăш ыратать, ỹт температури ỹснĕ тата хăстарать пулсан тỹрех больницăна каймалла. Ку чухне хăвăр тĕллĕн пĕлнĕ-пĕлмен эмелпе сипленме юрамасть.
Юнлă варвиттине бактерисем пуçарса яраççĕ. Дизентерипе çынсем кăна асапланаççĕ. Унпа выльăх-чĕрлĕх чирлемест. Ытларах чухне ăна "хура алăсен" чирĕ те теççĕ. Инфекци ытларах апат урлă ерет.
Сальмонеллез - куçакан пыршă чирĕ. Ку чир çынна ăш ыратнипе, варвиттипе, кăмăл пăтраннипе асаплантарать. Сальмонеллез чирне пуçарса яракан бактерисем питĕ çирĕп те тĕреклĕ. Вĕсем сĕтре 20 кун, услам çура 4 уйăх, тăварланă какайра 2-3 уйăх пурăнма пултараççĕ. Чирлекенсенчен ытларахăшĕ аш-какай продукцийĕсенчен аптăраççĕ. Çак чирĕн паллисем пулсассăн та тухтăртан пулăшу ыйтмалла. Шăрăх çанталăкра гигиена йĕркисене уйрăмах çирĕп пăхăнмалла.
И.УБАСЕВА,
Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн эпидемиологи тухтăрĕн пулăшуçи.
Источник: "Каçал Ен"