04 августа 2017 г.
Июль уйăхĕн юлашки ку-нĕсенче районти тĕп библиотека тата ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем "Читающая скамейка" акци йĕркелерĕç. Унта кĕçĕн çулхисемпе пĕрлех аслисем те йышлăн хутшăнчĕç.
Йывăçсен сулхăнĕнчи стеллажсем çинче - тĕрлĕрен тĕслĕ кĕнекесемпе журналсем. Вулавăш ĕçченĕсем иртен-çỹрене тĕрлĕ жанрлă кĕнекесем, буклетсем валеçрĕç.
Уçă сывлăшра çĕнĕлĕхсемпе паллашма та кăмăллă иккен. Пĕчĕккисем пирки калас пулсан, вĕсене ытларах хитре ỹкерчĕклĕ журналсемпе кĕнекесем илĕртрĕç.
Акци аван иртрĕ. Çавна май библиотека ĕçченĕсем август уйăхĕнче те асăннă мероприятие пĕрре мар йĕркелеме шут тытрĕç.
С.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"