АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лицензисĕр ĕçленĕшĕн штрафланă

04 августа 2017 г.

Район прокуратури массăллă информации хатĕрĕсене тата Интернет сетьне тăтăшах тишкерсе тăрать. Акă, нумаях пулмасть çакнашкал мониторинг туса тимĕр-тăмăр пуçтарас, упрас тата тирпейлес енĕпе ĕçлекенсем саккунсене пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев çакна кăтартса панă. Пĕр уйрăм предприниматель ятарлă лицензи илмесĕрех 2017 çулта çак ĕçпе аппаланнă. Вăл тимĕр-тăмăра, малашне сутса тупăш курас тĕллевпе, хăй пурăнакан вырăнта пуçтарнă, упранă. Асăннă тĕслĕх тăрăх прокуратура уйрăм предпринимателе административлă явап тыттарма ыйтса суда тухнă. Çав ĕçе пăхса тухнă хыççăн Чăваш Республикин арбитраж сучĕ предпринимателе 4000 тенкĕлĕх штраф тỹлеттерме йышăну тунă.

В.НИКОЛАЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика