04 августа 2017 г.
Çăкăр илме тесе кашни кунах лавккана кĕретĕп. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек кĕленче савăтри тутлă сĕткене ỹкерсе ватрăм. Администратор манран çĕмĕрĕлнĕ таваршăн укçа илчĕ. Тỹлесе тĕрĕс турăм-ши?
И.ИВАНОВ.
"О защите прав потребителей" саккунра çакăн евĕр самантсем çинчен калани çук. Çавăнпа та кун пек чухне РФ Гражданла кодексĕнчи нормăсем çине таянмалла.
РФ Гражданла кодексĕнчи 21 статьяпа килĕшỹллĕн, ăнсăртран çĕмĕрнĕ е ватнă таваршăн тавар хуçи хăй яваплă. Пирĕн тĕслĕхре - лавкка. Туянса ĕлкĕрнĕ таварпа гражданин вара хăй хуçа. Калăпăр, тỹлемен пулсан таваршăн яваплă мар тейĕпĕр. Анчах та РФ Гражданла кодексĕнчи 1064 статьяра "уйрăм çыннăн е юридици сăпатĕнче тăраканăн пурлăхне сиен кỹнĕшĕн таварăн тулли хакне сиен кỹрекенĕн саплаштармалла" тени пур. Çапла вара асăннă статьяпа килĕшỹллĕн ăнсăртран ватнă е çĕмĕрнĕ таваршăн гражданинăн тăкакланма тивĕ. Анчах та Гражданла кодексри 1064 статьян 2-мĕш пункчĕпе килĕшỹллĕн тавар гражданинăн айăпĕпе ванман е çĕмĕрĕлмен пулсан унăн тăкакланма кирлĕ мар.
Çакна та каласа хăвармалла, потребитель хирĕç пулсан ăна никам та суд йышăнăвĕсĕр укçа тỹлеттереймĕ. Анчах та унăн хăй айăплă маррине судра çирĕплетмелле пулать, - хурав пачĕç вулаканăн ыйтăвĕ çине Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем.
Источник: "Каçал Ен"