АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма каçалăкĕ уçăлнă

04 августа 2017 г.

Уй-хирте ĕç шавĕ самантлăха та шăпланмасть. Хуçалăхсен ĕçченĕсем хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.

Çумăрлă çанталăка пула хуçалăхсенче сенаж, силос ытларах хываççĕ. Хальхи вăхăтра утă 7101 тонна хатĕрленĕ (102 процент). "Асаново" (670 тонна), "Дружба" (600 тонна) ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата "Дубовка" ОООра (600 тонна) ешĕл çимĕçе çителĕклех янтăланă.

Сенаж пирки калас пулсан, ăна районĕпе пурĕ 22007 тонна хывнă (133 процент). "Труд" тата "Слава" ЯХПКсенче, "Урожай" колхозра ку енĕпе питĕ аван ĕлкĕрнĕ - 4000 тонна, 2200 тонна, 2800 тонна.

Силос хывас енĕпе вара "Восток" (3550 тонна), "Победа" (700 тонна) ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе "Искра" (1341 тонна) колхоз питĕ маттур.

Утçипе пĕрлех кĕрхисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Асăннă вăхăт тĕлне хуçалăхсем пурĕ 1950 гектар сухалама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Умра вара тата тепĕр хĕрỹ тапхăр - вырма. Хуçалăхсенче техникăна, тырă тасатса типĕтмелли комплекссене тĕрĕслеççĕ, упрамалли складсене тирпейлеççĕ.

Кăçалхи вырма каçалăкне уçакансем "Дружба" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем пулчĕç. Механизаторсен кăмăл-туйăмĕ хавхалануллă. Хуçалăх ĕçченĕсем 5 гектар çинчи 125 центнер тĕштырра пухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика